Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăмăрту çĕнĕлĕхре пул...

Йăлана кĕнĕ тăрăх районта кашни çулах дояркăсемпе осеменаторсен ăмăртăвĕ пулать. Кăçал вăл 28-мĕш хут осеменаторсен, 30-мĕш хут дояркăсен пулчĕ, ăна райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕ йĕркеленĕ. Ку хутĕнче конкурс «Шигали» хуçалăхăн ĕне ферминче иртрĕ. Дояркăсемпе осеменаторсем, ветеринари работникĕсем шуçăмпа пĕрле хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Вĕсен ĕçне хаклакансем те çывăрман. Ăмăртăвăн тĕп судйи райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн тĕп специалист-эксперт-зоотехникĕ О.Васильев пулчĕ. Сăмах май каласан, Олег Германович çакăн пек ăмăртусене хăй ĕçленĕ вăхăтра миçемĕш хут хакланине шутласа та кăлараймасть пулĕ. Кашнинчех вăл ĕçе пĕлнĕ тăрăх тĕрĕс хакланă, хальхинче те çавăн пекех пулчĕ. Унпа пĕрле ăмăртуçăсене хак паракансем П.Порфирьев - выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти патшалăх ветеринарин тĕп инспекторĕ, А.Иванов, Л.Павлова, В.Евгеньев, В.Львова ветеринари врачĕсем судьясем пулчĕç. Вĕсен те ĕçри опычĕсем пуян. Кун пек чухне хăйсен ĕçне пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пекех пĕлеççĕ теççĕ. Ăмăрту хыççăн çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Е.Семенова «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăран 1-мĕш вырăна, В.Кондратьева Мичурин ячĕллĕ хуçалăхран 2-мĕш, Е.Тимофеева «Родина» хуçалăхран 3-мĕш, Тикаш ял тăрăхĕнчи уйрăм предприниматель Ю.Нарсова 4-мĕш вырăнсене тухнине палăртрĕç. Çавăн пекех машинăпа ĕне сăвакан операторсенчен пĕрремĕш вырăна В.Михайлова «Арабоси «Агрофирма» тулли мар яваплă обществăран, иккĕмĕш вырăна «Шигали» хуçалăхран Л.Чернова, виççĕмĕшне «Шигали» хуçалăхри Т.Баландаева тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене район пуçлăхĕн Хисеп грамотисемпе хаклă парнисене пачĕç.

Выльăх-чĕрлĕх ĕçĕпе çыхăннă çынсем пухăннине кура конкурс хыççăн ятарласа «Агро-Инноваци» кунĕ пулчĕ. Ăна Чăваш Республикинчи «Агро-Инноваци» предприятин çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Ю.Егоров ертсе пычĕ. Выльăх-чĕрлĕх апатне туса илни, вĕсене упрани, ĕне выльăха пĕчĕкрен пăхса çитĕнтермелли çинчен тăрăшсах ăнлантарчĕ, слайдсем кăтартрĕ.

Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме пулăшас текенсене тата ăмăртăва хутшăннисене, çавăн пекех «Шигали» хуçалăх ĕçченĕсене район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров тав турĕ. «Шигали» хуçалăх ертÿçи А.Ульянов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, çакăн пек мероприятисем татах та ирттермелли çинчен каларĕ, ăмăрту çĕнĕлĕхре те пулăшасса шанчĕ.

 



30 мая 2009
00:00
Поделиться