Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лартаççĕ те, упраççĕ...

Çуркуннепе кĕркунне çулсеренех «Йывăç ларт та ăна упра» акци иртет. Кăçал вăл районта анлă иртнĕ теме çук, анчах çут çанталăка чунĕпе юратакансем çÿлтен чĕнсе каласса кĕтмеççĕ, чĕре хушнипе çак ĕçе пурнăçлаççĕ. «Мăнçырмари Сергей Егоровпа Алексей Савельев ăмăртмалла тенĕ пек ял çывăхĕнчи Хăйăр çырмин икĕ айккипе хăва тĕмĕсем лартса пархатарлă ĕç турĕç», - тесе пĕлтерет хаçата Г.Петров обществăлла корреспондент.

Районти выльăх чир-чĕрĕпе кĕрешекен станцинче ĕçлекенсем те çак акцие хастар хутшăнчĕç. Вăрмар поселокĕн чиккинчен пуçласа хăйсен станцине илсе çитерекен çул хĕррипе 200 ытла хыр, ăвăс, çăка хунавĕсем лартрĕç. Çамрăк йывăçсем вăй илсе ĕлкĕрччĕр тесе вĕсене типĕ вăхăтра шăварсах тăраççĕ.



30 мая 2009
00:00
Поделиться