Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чикĕ хуралçисене чысларĕç

Тăван çĕршыва сыхласси хисеплĕ. Ăна тĕрлĕ енлĕ хураллаççĕ. Чикĕре тăракансене пограничниксем теççĕ. Çĕршыв чикки вара типĕ çĕр çинче, шывра, çÿллĕ тÿпере - пур çĕрте те пограничниксем тăраççĕ. Вĕсен служби хăрушă та, хисеплĕ. Тен çавăнпах та пулĕ вĕсем хăйсен уявне питех те анлă уявлаççĕ. Çак куна Раççейре нумай çулсем чыслаççĕ, çав шутра пирĕн районта та. Кăçал ку уяв ытти çулсенчен чылай уйрăлса тăчĕ. Районта пограничниксене - чикĕ хуралçисене - халалласа лартнă обелиска савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ку палăка лартма райадминистрацин чрезвычайлă лару-тăрупа гражданла оборона секторĕн заведующийĕ Ю.Ефимов пуçарулăх кăтартнă. Вăл хăй те чикĕ хуралĕн çарĕнче службăра тăнă. 1991 çулта воин-афганецсене халалласа лартнă обелиск тунă чухне те вăл пуçаруллă пулнă. Акă пограничниксен обелискне уçнă çĕре халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. Савăнăçлă лару-тăрăва Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов уçрĕ. Валерий Александрович пограничниксен хăюлăхĕпе паттăрлăхне палăртса симĕс карттуслисене уяв ячĕпе саламларĕ. Район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов çак паллă кунпа кунта пуçтарăннисене ăшă сăмахсем каларĕ, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ. Паянхи çамрăксене ĕнерхи чикĕ хуралçисенчен тĕслĕх илмелли пурах тесе палăртрĕ.

Саламлă сăмахсемпе Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссарĕ Ф.Гладков, районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Г.Петрова, чикĕ хуралĕн ветеранĕ В.Семенов, Мăнçырмари Тихвин чиркĕвĕн настоятелĕ Л.Ермолаев тата ыттисем те тухса калаçрĕç.

Патшалăх чиккине сыхланă чух интернационалла тивĕçе пурнăçланă чухне тата ытти вăхăтра паттăрлăх кăтартса пуçĕсене хунă воин-пограничниксене асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ.

Уяв малалла тăсăлчĕ, ăна районти Культурăпа кану центрĕнчи «Салам» ансамбль хăйĕн юррисемпе илемлетрĕ.



03 июня 2009
00:00
Поделиться