Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кризис чăрмантармĕ

Иртнĕ çул районта «Раççей гражданĕсене - юрăхлă та хăтлă çурт-йĕр» приоритетлă наци проектне пурнăçласа мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ Финанс кризисне пăхмасăр кăçал çак енĕпе мĕн пурнăçланă? Çак тата ытти ыйтусем тавра хаçатăн корреспонденчĕ А. ХОВАНСКИЙ райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕпе А.Тихоновпа калаçнă.

- Александр Иванович, 2008 çулта «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçласси епле пулса пынă?

- Ку программăна пурнăçлама вырăнти бюджетран - 536,52, республика бюджетĕнчен - 2181,78, федераци бюджетĕнчен 8262,0 пин тенкĕлĕх социаллă пулăшу панă. Уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курма 29 çамрăк çемье çурт-йĕр туянма ирĕк паракан социаллă пулăшăвăн свидетельствине илнĕ. Çакăн пек пулăшăва Вăрмар хула тăрăхĕнче -14, Арапуç - 4, Чулкас, Кавал, Тикаш, Мăнçырма ял тăрăхĕсенче - икшер, Аслă Чак, Шăхаль, Пинер ял тăрăхĕсенче пĕрер çамрăк çемье тивĕçнĕ.

Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕнче (2008 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕ) çамрăк çемьесене çурт-йĕр çавăрма е туянма республика бюджетĕнчен социаллă тÿлев уйăрас йĕркене çирĕплетнĕ. Çав документпа килĕшÿллĕн çамрăк çемьесем пурăнмалли условисене лайăхлатнă чухне республика бюджечĕн шучĕпе пĕр хут çеç патшалăх пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Социаллă тÿлевпе усă курса çурт-йĕрлĕ пулса тăнисем пурăнмалли вырăнсăр нушаланакансен списокĕнчен тухаççĕ. Апла пулин те хăш-пĕр çемьесене район администрацийĕ пулăшу кÿмеллисен ушкăнне тепĕр хут та кĕртме пултарать(калăпăр, ача çуралсан тата ытти те). Условисене çирĕп пăхăнсан ун пек çемьен Федерацин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çум программăпа усă курма май пур.

- «Яла 2012 çулччен социаллă аталантарасси» программа та йышăннă. Ку енĕпе мĕн калама пултаратăр?

- Ку программăпа ялсенче ĕçлесе пурăнакансем валли РФ бюджетĕнчен 1650,0 пин тенкĕ уйăрнă. Çав укçапа ялта пурăнакан 10 çемье çурт-йĕр çавăрнă. Шăхаль, Мăнçырма, Энтрияль, Чулкас ял тăрăхĕсенчен - пĕрер, Кĕтеснер ял тăрăхĕпе - иккĕ, Арапуç ял тăрăхĕпе тăватă çемье. Унсăр пуçне ялта пурăнакан граждансем валли Раççей бюджетĕнчен хушса татах 952,89 пин, вырăнти бюджетран 35,0 пин тенкĕ уйăрнă, 4 çемье социаллă пулăшу илнĕ. Ун пек çемьесем Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче иккĕ, Шăхаль тата Кавал ял тăрăхĕсенче пĕрер.

«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ялта пурăнакан çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем валли Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе каялла тавăрса памалла мар 1821,83 пин тенкĕ уйăрнă. Çакă çурт-йĕр хакĕн 30 проценчĕ пулать. Вырăнти бюджетран 2429,12 пин тенкĕ пăхнă, ку вăл çурт-йĕр хакĕн 40 проценчĕ. Хальхи вăхăтра 9 çамрăк çемье тата çамрăк специалист хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. Ун пеккисем Кĕлкеш, Мăнçырма, Арапуç, Пысăк Енккасси, Кĕтеснер, Аслă Чак ял тăрăхĕсенче - пĕрер, Пинер ял тăрăхĕнче иккĕ.

ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх енчен пулăшу парассине вăйлатмалли мерăсем çинчен» Указне пурнăçласа 2008 çулта пирĕн района республика бюджетĕнчен 1422,8 пин тенкĕ куçарса панă. Çак укçана 7 çамрăк çемье валли 1417,05 пин тенкĕ валеçсе панă. Çавăн пекех ЧР Саккунĕпе килĕшÿллĕн тăлăх ачасемпе пăхакансăр тăрса юлнисене пулăшма 859,0 пин тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи пĕр тăлăх ачана, Чупай тата Аслă Чак ял тăрăхĕсенчи икшер тăлăх ачана пулăшса 819.0 пин тенкипе усă курнă. Иртнĕ çул тĕрлĕ программăсемпе 55 çемье, 3 тăлăх ача, 6 инвалид хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. 6 процентлă çăмăллатнă ипотека кредитне çурт-йĕр туянма пĕр çемье 628,0 пин тенкĕ илнĕ.

- Иртнĕ çул самай пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ. Кăçал ку енĕпе лару-тăру еплерех?

- Кăçалхи çак тапхăрта ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх енчен пулăшу парассине вăйлатмалли мерăсем çинчен» Указне пурнăçласа пирĕн район валли 710,5 пин тенкĕ уйăрнă. Ку укçана 4 çамрăк çемьене уйăрса панă.



03 июня 2009
00:00
Поделиться