Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Савăнмалăх сăлтав пур

Çу пуçламăшĕн малтанхи кунĕсенче районти чылай ялсенче йăлана кĕнĕ уявсем иртрĕç. Вĕсенче ырă ĕçпе палăрнисене чысларĕç, концерт-вăйăсем ирттерчĕç, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç. Савăнма сăлтавĕ пур, пĕтĕмĕшле илсессĕн малтанхи тапхăрта туса ирттермелли çĕр ĕçĕсене пурне те вĕçленĕ ĕнтĕ. Эппин таврара юрă-кĕвĕ янăрама та вăхăт. Паян эпир хăш-пĕр ялсенче иртнĕ уявсемпе кĕскен те пулса паллаштарасшăн.

Атнаш ялĕ пуçланса кайни 80 çул çитрĕ. Çак паллă юбилея Çветтуй Троица кунĕ паллă турĕç те ĕнтĕ. Ку ял Аслă Чак ял тăрăхне кĕрет. Ирхине 10 сехетре ял çийĕн савăнăçлă юрă кĕвви шăранчĕ. Йĕри-тавра уяв паллисем: тĕрлĕрен плакатсемпе транспарантсем, тĕслĕ шарсем.

Уяв пуçланнине ăна ертсе пыракан Атнаш çынни Ю.Иванова пĕлтерсен, сцена çине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Ухин, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ З.Семенова, ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Л.Федорова, «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ В.Иванов, ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Н.Владимирова, ялти хисеплĕ ватă В.Иванова хăпарчĕç.

М.Ухин ял халăхне, уява килнĕ хăнасене праçник ячĕпе саламларĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе ĕçре палăрнисене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем пачĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Л.Федорова Атнаш ялĕ çинчен архивсенчен пуçтарнă хутсем тăрăх каласа ăнлантарчĕ. Çавăн пекех уявăн хисеплĕ çыннисем пурте ял халăхне чаплă юбилейпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.

Районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Салам» ансамбль уява чĕрĕлĕх кĕртрĕ, юрри-ташшисемпе халăха савăнтарчĕ, куракансем ташларĕç, юрларĕç. Вĕсен хушшинче конкурс та пулчĕ. Спорт вăййисем пуринчен те хаваслăрах иртрĕç, малтанах вĕрен туртрĕç. Кунта ялăн икĕ урамĕсенче - Озерная тата Лесная - пурăнакансем ăмăртрĕç, вăйăра Лесная урамра пурăнакансем мала тухрĕç. Кĕвентепе тулли шыв витрисем йăтассипе Е.Александрова çĕнтернĕ. Акăш пек утассипе В.Рябцевăна çитекенни пулаймарĕ. Ăмăртусем пĕчĕк ачасем хушшинче те çивĕч иртрĕç, вĕсене пылак кучченеçсемпе хăналарĕç. Кĕрешессипе А.Ивановпа Л.Алексеев финала тухрĕç, çĕнтерÿçĕ Алексей пулса тăчĕ. Ăна М.Ухин хаклă парнепе грамота парса чысларĕ. Вăйă выляса ывăннă хыççăн чей ĕçрĕç, шÿрпе çирĕç, урама лартнă сĕтел хушшинче чылайччен шăкăлтатса калаçса, юрăсем юрласа ларчĕç.

Чулкас. Ял уявне ирттересси йăлана кĕнĕ. Хăçан ирттермеллине ăнсăртран суйласа илмен. Ялта Çветтуй Троица ятлă чиркÿ пур. Виççĕмĕш хут ĕнтĕ ял уявне çак кун ирттереççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ культура ĕçченĕсемпе пĕрле халăха шкул стадионне пухнă. Уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев уçнă, пухăннисене уяв ячĕпе саламланă. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем Татьянăпа Светлана Печниковасем тата Мани Дипендра пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Тĕрлĕ енĕпе спорт мероприятийĕсем нумай пулнă. Арçынсенчен хĕрарăмсем те юлман, ватти-вĕтти хутшăннă. Савăнăçлă сасă-кулă чылайччен илтĕнсе тăнă стадион çийĕн.

Çĕнĕ Кавал. Ял-йыш мĕн авалтан Çветтуй Троица кунне анлăн паллă тунă. Кунта килнисене праçник ячĕпе Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов ăшшăн саламларĕ, ял пурнăçне активлă хутшăнакансене ял тăрăхĕн администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Арапуçĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç, праçнике килнисене какай шÿрпипе хăналарĕç.



11 июня 2009
00:00
Поделиться