Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çулла пушарпа асра ан юлтăр

Паллă ĕнтĕ, çуллахи вăхăтра çынсем ытларах пахчара пулма тăрăшаççĕ, çавăнпа та кунта пушар тухас хăрушлăх та ÿсет. Пахчаçăсем валли хăш-пĕр сĕнÿсем парас килет.

В. МОРОЗОВ,

пушар хуралĕн инструкторĕ.

Чи малтанах, сирĕн участок патне пушар машини пыма пултарасси çине тимлĕх уйăрăр. Çĕнĕ вырăнта çурт-йĕр лартнă чухне вара пÿртсен хушши 10 метртан кая мар ан пултăр тесе кÿршĕн планĕпе интересленĕр. Çак хушăна строительство материалĕсем тата ытти çунакан япаласем купаласа ан хурăр. Хăвăрăн участокăн территорине, унăн таврашне типĕ курăкран, ăпăр-тапăртан тата ытти çÿп-çапран тăтăшах тасатса тăрăр. Çурт-йĕр çывăхĕнче кăвайт ан чĕртĕр, çавăн пекех кăмрăка тата кĕле хăвăрăн тата кÿршĕсен пÿрчĕсем çывăхне ан тăкăр. Типĕ курăка чĕртсе çунтарасси йăлана кĕчĕ халь. Çуртасемпе, краççын ламписемпе тата паяльниксемпе усă курма тивет. Вĕсемпе уйрăмах тимлĕ пулăр тата никамсăр пăрахса ан хăварăр е ачасене ан шанăр. Енчен те эсир садра ачасемпе пĕрле канатăр пулсан, вĕсем мĕнле вылянине асăрхаса тăрăр тата вĕсен канăвне йĕркелĕр. Çакна асра тытăр: ачасене вут-кăвар çав тери интереслентерет.

Енчен те пушар тухрĕ пулсан, çухалса ан кайăр! Кÿршĕсене пулăшма чĕнĕр. Пирĕн республикăра инкек-синкекре çăлма чĕнмелли «01» телефон пур.

Пушар тухас хăрушлăх пулсан е вут-кăвар тухсан, чрезвычайлă лару-тăрусенче, аварисенче тата катастрофăсенче «01» диспетчер служби халăхран талăкĕпех информаци йышăнать. Карас телефонпа 112 (Мегафон), 010 (Билайн) номерсемпе шăнкăравлăр.Карас телефонпа шăнкăравланăшăн укçа тÿлемелле мар, балансра укçа çук пулсан та шăнкăравлама пулать.

Инкек-синкек пулсан çийĕнчех кама та пулин телефон патне ярăр, хăвăр вара пулăшу çитиччен çынсене çăлма тата вут-çулăма ал айĕнчи хатĕрсемпе сÿнтерме пуçлăр. Пĕр-пĕрне пулăшсан кăна инкек-синкекрен хăтăлма пулĕ.



17 июня 2009
00:00
Поделиться