Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Cпорт хыпарĕсем

Çуран чупас енĕпе республикăра мала тухассишĕн Шупашкарта ирттернĕ ăмăртура пирĕн спортсменсем ăнăçлă чупнă. 3000 метрлă дистанцие чăрмавсем урлă чупса С.Антонов (Вăрмар поселокĕ) пĕрремĕш вырăн йышăннă. 5000 метрлă дистанцие И.Горблюк выляса илнĕ, С.Иванов (иккĕшĕ те Паттирен) иккĕмĕш пулнă. 1500 метра чупса И.Горблюкпа С.Иванов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

5000 метра хăвăрт утас енĕпе А.Галкина (Чупай) иккĕмĕш вырăн йышăннă. Йĕтре тĕртес енĕпе Л.Агапова (Вăрмар поселокĕ) виççĕмĕш пулнă.

Шкул ачисен XI Спартакиади шучĕпе шывра ишес енĕпе ЧР Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн Кÿкеçре ирттернĕ республикăри ăмăртура В.Ивановпа (Чупай) Н.Румянцева (Шăплат) лайăх результат кăтартнă.



17 июня 2009
00:00
Поделиться