Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр çынни ĕçрен хăра...

Уяв уявпа та анчах уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлемеллине те манăçа хăвармаççĕ район çыннисем. Уява хатĕрленнипе пĕрлех, хальхи вăхăтра район уй-хирĕсенче выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх утă хатĕрлеççĕ, силос, сенаж хываççĕ. Çĕр улми анисене çум-курăкран тасатса ретсен хушшисене кăпкалатаççĕ, колорадо нăррисене хирĕç кĕрешеççĕ. Ку енĕпе ытларах «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă общество, «Вăтам Энĕш» хуçалăхсемпе, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, Мичурин ячĕллĕ хуçалăх, «Ямуков Г.Н.», «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхсем лайăх енчен палăрса тăраççĕ. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики кашни çулах витаминлă курăк çăнăхĕ тонни-тоннипе хатĕрлесе чăх-чĕпсемпе хур-кăвакалсене хĕлĕпех витаминлă курăк çăнăхне комбикормпа хутăштарса çитерет. «Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче», - тенĕ пек. Апачĕ пулсан сĕт продукчĕсен тухăçĕ те ÿсет. Районĕпе илсен сĕт сăвăмĕ кашни ĕнерен 12,8 килограмран та иртет.

Пур категориллĕ хуçалăхсенче те аш-какай, çăмарта туса илессипе ĕçсем лайăх еннелле улшăннă. Акăнмасăр выртакан 7000 гектара яхăн çĕре виçĕ çул хушшинче пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кавал, Пысăк Енккасси, Пинер, Чулкас, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче усă куракан çĕрсем тата 6639 гектар юлнă. 2009 çулта 30 пине яхăн гектар çĕр çинче акса-лартса илеççĕ. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 115 процент. Çак çĕр çинче ĕçлеме районти коллективлă тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 219 трактор, груз турттаракан 96 автомашина, 102 сеялка, 170 культиваторпа дисклă сÿресем пур. Кăçал çурхи культурăсене районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пурĕ 13123 гектар çинче акса хăварнă, çав шутран, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем - 11191 гектар, çĕр улми 833, пахча çимĕç - 25, выльăх апачлĕх культурăсем 993 гектар.

Кăçал çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулни ял хуçалăх ĕçченĕсене ĕçре хавхалантарса пычĕ. Çавăн пекех районта Республика кунĕ пуласси те çĕр ĕçченĕсемшĕн яваплă тапхăр пулчĕ. Уява кĕтсе çĕр ĕçĕсĕр пуçне ытти тĕрлĕ ĕçсене те пурнăçларĕç. Çапла пулмасăр, çĕр çынни нихăçан та ĕçрен ÿркенсе тăмасть.

 



24 июня 2009
00:00
Поделиться