Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Продукцине Америка та туянать

Вăрмарти механика завочĕн историйĕ пысăках мар. 1978 çулта йĕркеленĕ ăна. Ăна пуçарса яраканĕ Л.Захаров пулнă. Ун хыççăн завода малалла аталантарассишĕн чылай вăхăт хушши Г.Егоровпа В.Васильев тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă. 1986 çулта тимĕр авакан тата касакан станоксем вырнаçтарнă. Çакă рабочисен ĕçне чылай çăмăллатма май панă. «Хĕрлĕ кĕтес» туса пĕтернĕ. Заводра автомашинăсемпе тракторсен хисепĕ 13 çитнĕ. Вăл вăхăтра Пушкăрт Республикине вуншар пин тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Аш-какай, сĕт продукчĕсем валли стандартлă мар оборудование ыйтакансем нумай пулнă. Завод коллективĕ çав çулхине 500 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларма тĕллев лартнă.  

Каярахри çулсенче кунта лару-тăру япăхланма пуçланă. Руководительсем темиçе те улшăнчĕç, анчах та производствăна кирлĕ пек йĕркелесе яраймарĕç.

2007 çулхи декабрь уйăхĕнче Чупайĕнче çуралса ÿснĕ, Мускавра ĕçлесе пурăннă Олег Николаевич Венедиктов завода хăй çине илнĕ. 22 çынран тăракан коллектив самай пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçлать. Иртнĕ çул вĕсем хăйсем туса кăларнă продукцие 6741,7 пин тенкĕлĕх реализациленĕ. Кăçалхи кăтартусем те лайăх. Пĕлтĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 6,18 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçал 8,05 пин тенке çитнĕ. Хăйсен продукцине тĕрлĕ çĕре ăсатаççĕ вĕсем. Шупашкарти «Тимук» тулли мар яваплă общество валли тимĕре 800 градус таран хĕртсе, пĕтĕм технологие пăхăнса детальсем туса параççĕ. Çав япаласене хăйсем патĕнче кăштах тĕрĕсленĕ хыççăн Америкăна тиесе ăсатаççĕ. Кунти ĕçчен коллектив тĕрлĕрен заказсем йышăнать: тимĕртен алăксем, хапхасем, урнăсем хатĕрлесе параççĕ. Мускавсен заказĕпе газ котелĕсем валли тĕрлĕрен япаласем, парксенче лартмалли тимĕр саксем тăваççĕ, сăрласах параççĕ. Тăвай районне подъездсем валли 20 алăк туса панă. Халĕ Арапуç больници валли хатĕрлеççĕ. Спорт çурчĕ, музыка шкулĕ, райпо, краеведени музейĕ тата ыттисем валли тимĕр алăксем ăсталанă. Çавăн пекех Воронеж облаçĕнчи аш-какай комбиначĕн заказне пурнăçлаççĕ.

Республика кунĕ çывхарса килнĕ май, поселок сăн-сăпачĕ çĕнелсе улшăнчĕ, тимĕр картасем илем кÿреççĕ.

- Поселок валли 390 метр тăршшĕ тимĕр картасем тата ытти япаласем туса патăмăр, - тет «Вăрмарти механика завочĕ» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Олег Николаевич.

Ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Пĕр тăван Сергейпе Геннадий Александровсем, Г.Серебров сварщиксем, Л.Соколов токарь, В.Федоров тимĕрçĕ тата ыттисем шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ.

 



24 июня 2009
00:00
Поделиться