Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Республика чысне районсем хăпартаçç...

Июнĕн 24-мĕшĕ чăваш халăхĕшĕн чăннипех те паллă кун. 89 çул каялла вăл патшалăхлă пулса тăнă. Çакăн патне тăван халăхăн вăрăм та тумхахлă çулпа утма тивнĕ.  

1917 çулхи ноябрь уйăхĕнче Совет правительстви Раççейри халăхсен ирĕклĕхĕ çинчен калакан Деклараци йышăннă. Çак документ пур халăха та ирĕклĕ аталанма, хăйсен патшалăхне йĕркелеме май панă. Анчах та пурнăçа кĕртме граждан вăрçи чăрмантарнă. Çапах кĕтнĕ кун çитнĕ - çитнех. 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Халăх комиссарĕсен совечĕпе Тĕп ĕçтăвком «Чăваш Автономи облаçĕ çинчен» Декрет йышăннă. 1921 çулхи сентябрь уйăхĕнче Чăваш Автономи облаçĕн территорине кăштах анлăлатнă, çавăнпа та 1925 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче унăн статусне улăштарнă, вăл Чăваш Автономиллĕ Социализмла Совет Республики пулса тăнă. Чăваш патшалăхĕн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ 1992 çултан - Раççей Федерацийĕ шутĕнчи Чăваш Республики туса хурсан - пуçланать.

Республика кунне 1995 çултанпа официаллă уяв тесе пĕлтернĕ. 2000 çулхи майăн 4-мĕшĕнче Республика Президенчĕ Н.Федоров июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне Патшалăх уявĕ туса хурасси çинчен калакан Саккуна алă пуснă.

2003 çултан пуçласа муниципалитет пĕрлĕхĕсем хушшинче (Шупашкар хулисĕр пуçне) Республика кунне ирттерме тивĕç пулассишĕн конкурссем ирттереççĕ. Чи малтанах ăна Шăмăршăсем çĕнсе илнĕ. 2004 çулта вара Республика кунĕ Канаш хулипе Елчĕк районĕнче, 2005-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарпа Çĕмĕрлере, 2006 çулта Улатăр хулипе Сĕнтĕрвăрри районĕнче иртнĕ. 2007 çулта хăнасене Куславкка, пĕлтĕр Йĕпреçпе Муркаш районĕсем йышăннă.

Кăçал вара районсем хушшинче уявăн тĕп площадки Вăрмарта вырнаçрĕ. Çакна Чăваш Республикин Президенчĕ 2008 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă «2009 çулта Республика кунне ирттересси çинчен» 99 номерлĕ Указĕнче çапла сăлтавланă:

«1. 2009 çулта Республика кунне уявлас енĕпе ирттерекен тĕп мероприятисене Шупашкар хулинче, çавăн пекех социаллă пурнăçпа культура, инженери, транспорт инфратытăмне аталантарас, ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçе тата вĕсен архитектурăпа илемлĕх сăнне, çурт-йĕр тăвассин пахалăхне лайăхлатас енĕпе пысăк кăтартусем тунă Вăрмар районĕнче ирттерес...»

Куратпăр, Вăрмар ят хитрен янăранăран кăна мар иртет паян пирĕн районта Республика кунĕ. Юлашки çулсенче арканнă производствăна ура çине тăратас енĕпе нумай ĕç пурнăçланă. Механика заводĕнче лайăх еннелле улшăнусем пулса пыраççĕ. 2007 çулта «Аван-Полимер» тулли мар яваплă общество уçăлнă, 2008 çулта «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Алекс», «Нива» тулли мар яваплă обществăсем тата ыттисем те продукци кăларассине ÿстерсех пынă. Ял хуçалăхĕнчи пур категориллĕ хуçалăхсенче 35,7 пин тонна тырă çапса илнĕ, кашни гектартан тухăç 27,0 центнер пулнă. Строительство ĕçĕсем пурнăçлама 631,1 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ хывнă. Патшалăх комиссийĕ 2008 çулта 13,78 километр тăршшĕ автомобиль çулĕ йышăннă. Предпринимательсем те вăй илсех пыраççĕ. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне юридици сăпатлă 100 предприниматель шутланнă, вĕсем хушшинче тавар туса кăларакансем те йышлă. Пысăк Енккассинче вăтам шкулăн çĕнĕ çурчĕ çĕкленчĕ. Кунта хальччен районта пулман кадетсен класĕ те пур. Шкулсем вĕренÿре кирлĕ хальхи йышши техникăпа пуянлансах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра 8,8 вĕренекене 1 компьютер тивет, 21 шкула Интернетпа çыхăнтарнă. «Сывлăх» приоритетлă наци проектне пурнăçласа района медицина оборудованийĕ тата эмелсем туянма укçа-тенкĕ уйăрасси ÿссех пырать, чир-чĕртен сыватассипе те улшăнусем лайăх еннелле кăна. Библиотекăсене компьютер техникипе, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорсемпе тата ыттипе тивĕçтернĕ. 16 библиотекăна Интернетпа çыхăнтарнă. Спортăн пурлăхпа техника никĕсĕ те çирĕпленет. 2008 çулта çак тĕллевпе 467,41 пин тенкĕлĕх инвентарь туяннă...

Çак Указрах уява хатĕрленсе ирттерме укçа-тенкĕ уйăрасси пирки те каланă:

«2. ... Чăваш Республикин муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен Республика кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене вĕсен территорийĕнче ирттермелли право çĕнсе илмелли конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн Вăрмар районĕн администрацине ялсен общество инфратытăмне малалла аталантарма укçа-тенкĕ уйăрса памалла».

Районта, уйрăмах поселокра, юлашки вăхăтра тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç. Республика пĕлтерĕшлĕ «Энĕш» автоçулăн тĕрлĕ участокĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçларĕç. Райцентрти Октябрь, Крупская тата ытти хăш-пĕр урамсенчи асфальта çĕнетрĕç, тĕрлĕ ведомство-организацисен, суту-илÿ точкисен зданийĕсене, пурăнмалли çуртсене çĕнетсе илемлетрĕç. «Арапуçĕнче базăллă, ĕнер Вăрмарти хула ял тăрăхĕсем хушшинчи канупа культура центрĕсем уçăлчĕç. Паян вара «Илем» физкультурăпа спорт комплексне, историпе тавра пĕлÿ музейне, пĕтĕмĕшле практика (çемье) врачĕн офисĕн Энĕшпуçĕнчи уйрăмне уçĕç...



24 июня 2009
00:00
Поделиться