Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Вăрмарсем - Олимп çулĕпе»

Республика кунĕ тĕлне Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра А.Хованский журналистăн «Вăрмарсем - Олимп çулĕпе» кĕнеки кун çути курчĕ. Автор унта Чăваш Енĕн спорт çăлтăрĕсем - Вăрмар районĕнчен тухнă В.Соколов боксер, Н.Пуклаков, С.Захарова, Т.Петрова çăмăл атлетсем, С.Иванов, В.Андреева велосипедистсем çинчен çырса кăтартнă. Кĕнеке физкультурниксемпе спортсменсемшĕн, преподавательсемпе тренерсемшĕн, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемшĕн усăллă пулĕ.



24 июня 2009
00:00
Поделиться