Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Урасем хăйсем ташша тухаççĕ

Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ Чăваш Енре кăçал вун çиччĕмĕш хут иртрĕ. Çак фестиваль Республика кунне халалланă тĕп мероприятисенчен пĕри. Кăçал унта 300 ытла пултарулăх ăсти хутшăнчĕ, вĕсем Раççейĕн 17 регионĕнчен тата Намибирен, Египетран, Беларуçран килнĕ. Ют çĕршыв хăнисем Вăрмарах çитеймерĕç пулин те, республикăри коллективсемпе пĕрлех çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи артистсем Вăрмарсене хăйсен юрри-ташшисемпе чунтанах савăнтарчĕç.

«Симбирские беседы» фольклор ансамблĕ (Ульяновск), «Чодра Муро» («Вăрман юрри») Мари Эл республикин юрăпа ташă ансамблĕ, «Эревет» халăх инструменчĕсен оркестрĕ, «Ровесник» хореографи ансамблĕ, «Золотые родники» вырăс юррисен ансамблĕ, «Русский стиль» кăтартуллă юрăпа ташă ансамблĕ (Киров облаçĕ), «Родник» фольклор ансамблĕ (Чулхула облаçĕ), «Смоленские мужики» арт ушкăн уява пухăннисене кĕвĕ-юрă урлă ăшшăн саламларĕç. Хамăр ентеш, паллă телеертÿçĕ, юрăçă В.Михайлова номерсене çепĕç сассипе пĕлтерни те сцена çумне ытларах та ытларах халăха пухрĕ. Ачи-пăчи кăна мар, аслă çулсенчи çынсем те ташша тухмасăр чăтса тăраймарĕç. Ара лайăх юрă лайăх çаврăнса çитнĕ сăра пекех - хăйĕн ĕçне тăватех.



27 июня 2009
00:00
Поделиться