Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çулла та тимлĕ пулни кирлĕ

Чăваш Республикинче çул çитменнисем преступленисем тăвасран сыхланса июнĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа августăн 27-мĕшĕччен «Çул çитмен ача» профилактика операцийĕ иртет. Ăна виçĕ тапхăра пайланă. Пĕрремĕшĕ - «Çул çитмен ача - çапкаланчăк» июнĕн 9-19-мĕшĕсенче иртнĕ. Иккĕмĕшĕ - «Çул çитмен ача - çулла» июлĕн 7-16-мĕшĕсенче пулĕ. Юлашкине - «Çул çитмен ача - çемье» - тапхăра августăн 18-27-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.

Милици ĕçченĕсем каланă тăрăх, çамрăксем преступлени тăвасси çуллахи уйăхсенче ÿсет. Ку ăшă каçсемпе те çыхăннă. Шăпах çак тапхăрта ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсене куçран вĕçертмелле мар, ачисем кампа туслашнине пĕлсе тăмалла, сывă пурнăç йĕркине сивлекен каччăсемпе, хĕрсемпе туслашассинчен сыхланмалла.



01 июля 2009
00:00
Поделиться