Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуçлăхсем ăмăртрĕç

ЧР Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн пуçарăвĕпе июлĕн 4-мĕшĕнче Канаш районĕнче муниципалитет пĕрлешĕвĕн кунĕ иртнĕ. Ку уява кăçал 3-мĕш хут ирттереççĕ. Çутçанталăк илемĕнче республикăри районсен хула-ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата вĕсене пулăшакансем хутшăннă. Чăвашсен ырă йăлипе хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ.

Чаплă лару-тăруна ЧР Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ В.Максимов, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн йĕркелÿ ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Орлов, ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ С.Димитриев, "Урожай" ирĕклĕ спорт обществин председателĕ В.Смирнов, Самара облаçĕнчи Сергеевск хула тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Федорцев тата ыттисем те хутшăнса, çак уявпа саламласа ăшă сăмахсем каланă.

Уяв вăхăтĕнче тĕрлĕ конкурссем иртнĕ. "Хресчен кил-çурчĕ" конкурсра командăсенчи арçынсем ăмăртса иккĕн алăпа татмалли пăчкăпа вутă татнă, çурнă. "Утă вăхăчĕ" конкурсра арçынсем çавана туптаса хăйранă, аврине çирĕплетнĕ, хĕрарăмсем юрла-юрла утă çулнă.

Командăсем хăйсен вăйне хутăш эстафетăра (ишесси, чупасси, пересси), автомашинăсемпе фигурăсем туса чупассинче, футбол тата волейбол (хĕрарăмсен тата арçынсен командисем) вăййисенче тĕрĕсленĕ. Жюри членĕсем командăсем вырнаçнă вырăна еплерех илемлетнине тата сĕтел хатĕрлеме пултарнине те тĕрĕсленĕ. Пирĕн районти хула-ял тăрăхĕсенчи пуçлăхсем ыттисем хушшинче хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартрĕç. Хутăш эстафетăра 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Автомашинăпа тĕрлĕ фигурăсем туса чупассипе Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов 2-мĕш вырăна тухрĕ. "Хресчен кил çурчĕ" конкурсра пирĕн район команди 4-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ.



11 июля 2009
00:00
Поделиться