Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Романтика» лагерьте

«Романтика» лагерĕн иккĕмĕш сменинче сакăрвун ултă ача кану вăхăтне ирттерет. Аллă ача социаллă страховани фончĕн путевкипе сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ, вăтăрăшĕ вара сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин путевкипе канать. Тĕрлĕ районсенчен килнĕ ачасем «Романтикăна»: хамăр районсăр пуçне Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар хулинчи Ленин районĕнчен те пур.

Вăтăр çамрăк профильлĕ группăна кĕреççĕ. Вĕсем хушшинче сахал тупăшлă тата йышлă çемьесенчен, ашшĕсĕр юлнă тăлăхсем, амăшĕпе кăна пурăнакан ачасем тĕл пулаççĕ. Çак ушкăнри канакансемпе ятарлă калаçусем ирттереççĕ, тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Сăмахран, шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем, пушар чаçĕн инспекторĕсем, социаллă хÿтлĕх, гражданла оборонăпа черезвычайлă лару-тăру ĕçченĕсем савăнсах ачасемпе тĕл пулма килĕшеççĕ. Вĕсем тĕрлĕрен вăйăсем, конкурссем ирттереççĕ. Аллă пиллĕк ача Вăрмар районĕнчен килнĕ. Хăшĕ-пĕрисем кунта пĕрремĕш хут мар иккен. Ачасен сывлăхне упраса хăварасси, çирĕплетесси, вĕсен пурнăçне кăсăклăрах, усăллăрах тăвасси – ачасен канăвне йĕркелекенсемшĕн тĕп вырăн йышăнать. Аслă юлташĕсем канакансене тавралăха юратма, ăна упрама тата хăйсем пурăнакан вырăна таса тытма вĕрентеççĕ. Кĕске вăхăтра чылай мероприятисем пулса иртрĕç. Лагерь начальникĕн заместителĕ Т.Гаврилова «Романтика» лагерĕн историне интереслĕ каласа кăтартрĕ. «Сывă пурнăç йĕрки» конкурса ачасен тухтăрĕ С.Поликарпова ирттерчĕ. Ачасем хаваспах тĕрлĕрен ÿкерчĕксем турĕç. Эрех-сăра таврашĕ, пирус туртни, наркотиксемпе айкашни ырă патне илсе çитерменни пирки каларĕç.

«Алло! Эпир талантсем шыратпăр» конкурсра виçĕ ушкăн тупăшрĕç. Жюри чи лайăх номерсене палăртрĕ. Кашни ушкăнрах çĕнтерÿçĕсем пур. А.Ивановпа А.Соснин «Катюша» юрра шăрантарса ярсан нумайччен алă çупрĕç. В.Александров «Смуглянка» юрăпа тĕлĕнтерчĕ. Иккĕмĕш отряда çÿрекен ачасем ташлани пурин кăмăлне те кайрĕ. «Тăрлавсăр ача» сценкăна вылякансем чăн-чăн артистсенчен кая пулмарĕç. Ку ачасем виççĕмĕш ушкăн чысне хÿтĕлерĕç. Отряд воспитателĕсене те палăртас килет. А.Андреева, О.Панфилова, С.Соборов воспитательсем мероприятисем хатĕрлеççĕ, хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ачасен канăвне музыка факультетĕнче вĕренекен педколледж студенчĕсем те йĕркелеççĕ. Лагерьте вĕсем – педагогика практикинче. Ачасене малалла татах та тĕрлĕ вăйăсем, конкурссем кĕтеççĕ. Кашни çулах ирттерекен мероприятисене ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пĕр ача каланă тăрăх, ăна пĕлтĕр «Романтика мисĕ» тата «Романтика мистерĕ», «Нептун кунĕ» килĕшнĕ.

– Пирĕн апат пĕçерекенсем те чи лайăххисем. Чунран тăрăшса вăй хураççĕ, ачасене тутлă апат пĕçерсе çитереççĕ, – мухтаса каларĕ лагерь пуçлăхĕ Ю.Максимов.

«Романтика» лагерьте каннă çу кунĕсем ачасен асĕнче нумайлăха юлĕç.



11 июля 2009
00:00
Поделиться