Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Туслă коллективра

Çыру ямалла-и, хаçат-журнал çырăнмалла-и, электроэнергишĕн, çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелле-и, тус-юлташа, çывăх тăвансене саламламалла-и - ялта пурăнакансем çыхăну уйрăмне васкаççĕ.

– Ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр, – тет Арапуçĕнчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Надежда Ильинична Ионова.

Пурĕ 900 яхăн тĕрлĕрен хаçат-журнал килсе тăрать çыхăну уйрăмне. В.Гурьевапа Н.Виссарионова почтальонсем вĕсене çав кунах подписчиксем патне çитерме тăрăшаççĕ.

Туслă коллектив панă задание çулсерен ăнăçлă пурнăçласа пырать. Район хаçачĕпе туслисен шучĕ те ÿсет. 2004 çулта районти «Хĕрлĕ ялав» хаçата 100 экземпляр илсе тăнă пулсан, 2009 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма 120 çын çырăннă.




11 июля 2009
00:00
Поделиться