Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çемье тата юратупа шанчăклăх кунĕ

Июлĕн 8-мĕшĕнче Раççейре иккĕмĕш хут Çемье тата юратупа шанчăклăх кунне паллă турĕç. Çак кун ячĕпе районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче «Çемье телейĕн хÿтĕлевçисем – Петрпа Феврония» тематика каçĕ ирттерчĕç. Т.Федорова методист пухăннисене уяв историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Официаллă йĕркепе ăна иккĕмĕш хут çеç паллă тăватпăр пулин те, ун ячĕпе медаль те, палли те – салтак тÿми (ромашка) чечек пур. Мероприятие хатĕрлекенсем ăна ăнăçлă йĕркеленĕ – юрăсем те юрлаттарчĕç, вăйăсем те выляттарчĕç. С.Щербакова библиотекарь Петр кнеçпе Феврония княжна кун-çулĕпе паллаштарчĕ. (Уяв тÿремĕн вĕсемпе çыхăннă-çке). 1203 çулта Петр кнеç Муром престолне йышăннă хыççăн чирлесе ÿкет, хресчен хĕрарăмĕ Феврония сывалма пулăшать. Кнеç ăна юратса пăрахать, анчах та боярсем престол çинче лараканăн арăмĕ ахаль çын пулнипе килĕшмеççĕ, вара Петр кнеç титулне хăйĕн çинчен сирнине пĕлтерет. Çынсем пăлханма пуçлаççĕ, хăйсене ертсе пыма каялла чĕнсе илеççĕ.

Чăн-чăн юратакан çынсем пекех вĕсем пĕр кун вилеççĕ, пĕрле пытарма хушса хăвараççĕ. Анчах чиркÿ йĕрки манахсене (вилес умĕн вĕсем манахсен санне йышăннă) апла пытарма ирĕк паман. Апла пулин те пытарнă хыççăн тупăксене уçса пăхсан вĕсем пĕрле пулнине курнă.

Çак чуна пырса тивекен кăсăклă калав хыççăн Э.Демьянова библиотекарь «Çемье. Юрату. Шанчăклăх» кĕнеке-журнал куравĕпе паллаштарчĕ. Çемье телейĕн вăрттăнлăхне Вăрмар поселокĕнчи Кугушевсен çемйи уçса пачĕ. 50 çул килĕштерсе пурăнма вĕсене пĕр-пĕрне хисеплени, сума суни пулăшнă. Пурин те çапла пуласчĕ.



15 июля 2009
00:00
Поделиться