Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Романтика» шăплăхра мар

Нумаях пулмасть Чăваш милицийĕ 89 çул тултарнине анлăн паллă турĕç. Çак куна халалласа районти "Романтика" сывлăхпа кану лагерĕнче "Манăн милици мана хÿтĕлет" темăпа пысăк мероприяти иртрĕ. Ăна райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕпе районти шалти ĕçсен пайĕ пĕрле тĕплĕн хатĕрленнĕ. Унта тĕрлĕрен конкурссемпе викторинăсем пулчĕç.

Çак ятпа ачасем стена хаçачĕ те кăларнă. Хаçатсен номерĕсенче 1-мĕш отряд 1-мĕш вырăн, иккĕмĕшпе виççĕмĕш отрядсем 2-мĕш вырăн йышăнчĕç Ачасем пневматикăлла винтовкăран печĕç, чрезвычайлă лару-тăрура харпăр хăйне еплерех тытма пултарнине те лайăх кăтартса пачĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе призсене ЧР Шалти ĕçсен министерĕн заместителĕ Ю.Ивановпа районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов панă. Лагерь ачасен хаваслă сассипе кĕрлесе кăна тăчĕ.



15 июля 2009
00:00
Поделиться