Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурне те килĕшрĕ уяв

Июлĕн12-мĕшĕнче Шăхаль ялĕнче Питрав кунне уявларĕç. Кăнтăрла тĕлне халăх стадионра йышлăн пухăнчĕ. Ватти-вĕтти пурте уявра савăнчĕç: пĕрисене – юрă-кĕвĕ, теприсене – спорт тупăшăвĕсем, ачасене – тĕрлĕ теттесем илĕртрĕç.

Уяв ячĕпе саламланă хыççăн ĕçре мала тухнисене чысларĕç, «Шигали» хуçалăхра ĕçлекенсене вунпĕр çынна Хисеп грамотисем парса чыс турĕç. Уйрăмах В.Петрова палăртас килет. Вăл тата Тав хутне те тивĕç пулчĕ. Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ ялти чи ватă çынна Гурьева Фелицата Гурьевнана, вăл 100 çул тултарнă пулнă (шел пулин те çак кунсенче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ), тата чи çамрăк хĕр ачана Оля Патеевана парнесем пачĕç. Килти хуçалăха аталантарас енĕпе ĕçлекенсене – Н.Константиновпа Ю.Федорова палăртрĕç.

Юлия Семеновнăпа Николай Михайлович Тапиновсем 25 çул хушши пĕр-пĕрне юратса килĕшÿллĕ пурăнаççĕ, вĕсем икĕ ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çак мăшăра «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăларĕç.

Спорт ăмăртăвĕсем те чылай çынна кăсăклантарчĕç. Лашасен чупăвĕн ăмăртăвĕнче Тутар Республикинчен килнĕ Маматăш каччи çĕнтерчĕ. Çăмăл атлетсем хушшинче 100 метрлă дистанцие чупса Шăхаль ачи Ю.Николаев пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çак маттур ача вăрăмăшне сикессипе те пурне те тĕлĕнтерчĕ. Турник çинче туртăнакансем хушшинче Н.Данилов (Кĕлкеш) палăрчĕ. Г.Александров (Шăхаль) алă вăйĕ виçессипе чи вăйлисенчен пĕри пулчĕ. Кĕрешекенсен тупăшăвĕсенче Кивĕ Вĕренер ачи А.Иванов çĕнтерчĕ, такана тивĕçрĕ. Спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене парнесем парса чысларĕç. Питрав кунĕ пурне те килĕшрĕ, уява пухăннă халăх лайăх кăмăлпа килĕсене саланчĕ.



22 июля 2009
00:00
Поделиться