Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тухăç ăнса пултăр

Юлашки вăхăтра çанталăк питĕ улшăнса тăрать. Хăш-пĕр каçсенче ăшă тумтир тăхăнма та тивет. Çанталăк каçсерен сивĕтсен ир енне сывлăм вăйлă ÿкет. Çакă вара ÿсен-тăрансене тĕрлĕ чирсемпе чирлеттерме пултарнине асра тытмалла. Çĕр улми альтернариозпа (аялти çулçисем сарăхма тытăнни) чирлеме пуçларĕ. Ку чиртен ордан, ридомил голд, ширлан хими препарачĕсемпе усă курма пулать. Çавăн пекех планриз биологи препарачĕпе пĕлсе усă курни те тухăçа самаях ÿстерме пулăшать. Çĕр улмине тата помидора, баклажана колорадо нăрри тапăнса сăтăр кÿрет. Çĕр улми тăшманĕн аталану вăхăчĕ пырать. Ăна хирĕç кĕрешме хальхи вăхăтра танрек, актеллик, кинмикс, каратэ, банкол, актара, моспилан, конфидор химилле препаратсемпе усă кураççĕ. Ку препаратсене "Раççей ял хуçалăх центрĕ" патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн пирĕн районти уйрăмĕнче туянма пулать. Кунта сутакан препаратсем пур тĕрĕслев витĕр те тухнă, регистрациленнĕ.

Пĕрчĕллĕ культурăсем çинче те чир-чĕрсем, тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсем (трипс) ĕрчеççĕ. Тутăх, шурă янкар, гельминтоспороз, септориоз пăнчăллă чирсем аталанаççĕ.



22 июля 2009
00:00
Поделиться