Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сăмахпа ĕç уйрăлса тăмасть

Киввăрмарсем вырмана тухни çинчен пĕлсен чи малтанах хуçалăх ертÿçи Н.Петров апрель уйăхĕнчех коллективлă килĕшĕве улшăнусемпе хушусем кĕртес енĕпе ирттернĕ пухура каланă сăмахсем аса килчĕç. «Акса пĕтеретпĕр. Акатуй ирттеретпĕр, çум курăксене пĕтерме им-çам сапатпăр, вырса илетпĕр», – терĕ вăл татăклăн та çирĕппĕн ун чух. Ку ял хуçалăхĕнчи тахçанах çирĕпленнĕ йĕрке теме те пулать те, анчах пурте ăна кирлĕ пек тытса пыраймаççĕ çав. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче вара сăмахпа ĕç уйрăлса тăмасть.

... Хуçалăхăн чи аякра вырнаçнă участокĕнчен – Тутарстанăн Эччель ялĕ чиккинчи кĕрхи тулă лаптăкĕнчен – пуçларĕç кăçал ĕççине. Тăватă вырма экипажĕ харăссăн тырра тÿремĕн вырса çапма тытăнчĕ. Темиçе çул каялла кăна-ха вырма пуçланас умĕн те, каярах та питĕ шавлама юрататтăмăр: «тыр-пулшăн кĕрешÿ пуçланчĕ», «пур техника единиципе те анлă усă курар» ... Пăсне кăларнипе ĕçĕ хутшăнмасть-çке. Кампа кĕрешетпĕр; Çут çанталăкпа-и; Пур техникăна та ĕçе явăçтарас тесе юсавсăррисене уя илсе тухни те сахал мар пулнă. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче вара тахçанах çакна çирĕп тытса пыраççĕ – сăмахĕ сахалрах та, ĕçĕ нумайрах пултăр. Вырма вăл ял хуçалăх ĕçĕнчи çулленхи процесс. Ăна кĕтсе илме кулленхи ĕçпе яваплăха туйса хатĕрленмелле, ĕçлемелле. Çакна кунта лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та комбайнсене те техникăна пĕлсе ĕçлеттерекенсене шанса панă. Пĕр «AGROS-530» комбайн хуçалăхăн тĕп инженерĕн Ю.Никоноровăн, тепри мастерской заведующийĕн В.Яковлевăн, «Енисей» В.Алексеев механикăн, «Нива СК-5»темиçе çул хушши вырмана хутшăнса лайăх енĕпе палăрнă В.Васильевăн аллинче. Тырă турттаракан машинăсен водителĕсем те – В.Алексеев, А.Никитин, В.Никифоров, Н.Якимов – руль умĕнче пĕрремĕш çул çеç мар. Йĕтем çине çитме çулĕ çывăх мар пулин те, ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен комбайнсене чарса машинăсене кĕтни пулман-ха. Йĕтем тенĕрен, кунта çĕнĕ тырра кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ю.Войков ертсе пынипе Н.Александров, М.Алексеев, О.Кудряшов, А.Степанов слесарь-операторсем пур техникăна та тухăçлă ĕçлеттереççĕ.

– Пĕрремĕш кунсенченех ĕçе икĕ сменăпа йĕркелесех мар терĕмĕр. 10 çынран тăракан бригада ĕлкĕрсе пырать-ха, – пĕлтерчĕ йĕтемри лару-тăрупа паллаштарма ыйтсан унăн заведующийĕ Т.Степанова. – Тепĕр пĕр-ик кунтан шкул ачисене те, ĕçлеме кăмăл тăвакан ытти çынсене те ĕçе явăçтаратпăр.

Кĕрекен тырра – пĕрремĕш кун кăна 100 тонна кĕнĕ – асфальт сарнă, çивитиллĕ ятарлă вырăнсене тăкаççĕ, унтах аллаççĕ.

Эпир калаçнă хушăра тараса çине уйран кĕнĕ черетлĕ машина кĕрсе вырнаçрĕ. В.Алексеев пулчĕ ку. Валерий Николаевич пĕлтĕр те комбайнсем патĕнчен тырă турттарассипе малтисенчен пĕри пулнă. Кăçал акă унпа Дима ывăлĕ те пĕрле. Тепĕр çĕр ĕçченĕ çитĕнессе шанатпăр.



29 июля 2009
00:00
Поделиться