Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывă пулăр, «Энĕш шевлисем» !

Сар хĕвел тÿпене хăпарса хăйĕн ылтăн шевлине çĕр-анне çине ăшшăн та ачашшăн сапалать. Чĕвĕл чĕкеçсем, çепĕç шăпчăксем савăнса юрлаççĕ янкăр тÿпере. Кĕмĕл саслă фанфарăн асамлă çемми Вăтам Энĕш юхан шывĕпе пĕр саслă шăнкăртатса таврари ялсенчи ватти-вĕттине, яш-кĕрĕме хăй патне йыхравлать. Хастар каччăсем, çамрăк пикесем васкаса утаççĕ ялти стадиона. Тем самантра Пысăк Енккасси ялĕн илемлĕ вырăнĕ, вăйă-кулă, сапăр ташăпа тулса ларчĕ.

Халиччен эпир кунта ши! шăхăрса, ура тапса, алă çупса вăй-хал вăййисенче чупса-сиксе тупăшакансене хавхалантарнă. Шăпах вырăнти спорт шур сухалĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ю.Архипов кунта тĕнчипе чапа тухнă çăмăл атлетсене, тĕнче класлă спорт мастерĕсене Т.Титовапа Т.Петрована, тĕнче чемпионатне хутшăннă Н.Ильинапа О.Николаевана, хĕрсенчен районта пирвай СССР спорт мастерĕн чыслă ятне тивĕçнĕ çĕршыв чемпионне З.Миролюбована тата ытти вуншар çамрăка спортăн анлă çулĕ çине туптаса кăларнă. Июнь уйăхĕнче вара кунта чăваш юррин «Энĕш шевлисем» I фестивалĕ асамлă кĕвĕ тĕнчине парăннисене хăй тавра пĕтĕçтерчĕ. Фестивале ирттернĕ май, эпир Энĕш, Аслă Энĕш, Вăтам, Кĕçĕн Энĕш тавра вырнаçнă ялсен ырă йăли-йĕркипе, аваллăхĕпе, юрри-ташшипе интереслентĕмĕр.

Чаплă та сумлă ĕçченсемпе пуян Энĕш тăрăхĕ. Унăн сиплĕ юхан шывĕнче чÿхенсе ÿсмен пулсан, тен В.Ковалевпа Н.Егоров (Çÿлти Кинчер), В.Кирилловпа унăн хĕрĕсем Татьянăпа Ольга Васильевнăсем (Пинер), Л.Иванов (Кĕлкеш), М.Кузьминпа В.Павлов, А.Калягин (Пысăк Енккасси), П.Фокин (Энтрияль), çамрăк ăсчах Г.Русскова (Урнар) ăслăлăх тĕнчине çакнашкал калама çук пысăк çитĕнÿсем тунă пулĕччĕç-ши; СССР халăх артистки Н.Яковлева (Пысăк Енккасси), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артистки К.Степанова (Урнар), П.Медников юрăç (Саруй), чăваш театрне пуçарса яраканĕсенчен пĕри, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки О.Ырзем (Куснар), А.Михайловапа аппăшĕ Лидия (Энĕшпуç) сцена çинчи ăсталăхĕпе пире тĕлĕнтерейрĕччĕç-ши; Энĕш çыранĕ хĕрринче çутă ĕмĕтсем çутатса А.Кибеч (Кипеч), А.Казанов (Пинер), Трубина Мархви (Куснар), Кăсăя Ваçлейĕпе Т.Нимакова (Вăтакас), А.Яндаш (Пысăк Енккасси) илемлĕ литературăри сăнарсене хальхи пек витĕмлĕ калăпламанах та пулĕччĕç-и, тен. П.Шоркин (Куснар), чăн чăваш каччи, хут купăспа вĕçсе каясла выляса пиншер чăваша ура хуçса пĕлĕте çити сиксе ташлаттарнă пулĕччĕ-ши; Раççей халăх художникĕ Р.Федоров, Л.Николаев (Аслă Чак) хăйсен чи илемлĕ ÿкерчĕкĕсене, ăсталанă сĕтел-пуканне тĕнче шайне çитермен те пулĕччĕç-и; Чăвашсенчен пирвай Олимп çулне хывнă аякри Мехикăри Олимп чемпионне В.Соколова Эквадор каччине пĕрре сулсах ураран ÿкерме Энĕш хĕрринче выляса, кулса ÿссе ут кĕтĕвне кĕтни ахăртнех пулăшнă. Социализмла Ĕç Геройĕсем В.Рябчиков (Çĕнĕ Кинчер), К.Петрова (Шăплат) ĕçре паттăрлăх кăтартайман пулĕччĕç. Çапла, вуншар, çĕршер ят асăнма, кашни çинчен ятарлă кĕнеке кăларма пулать.

Малалла фестиваль тавра сăмах пырĕ. Ăна республикипех палăрнă «Сарнар» халăх ушкăнĕ уçрĕ. В.Гаврилова ертсе пынипе вĕсем чăн чăвашла янраттарчĕç хăйсен çепĕç юррисене. И.Ефремов (Шутнерпуç), З.Григорьевапа Г.Галкина (Энтрияль), С.Александрова, Р.Румянцева (Шăплат) юрланă юрăсем мĕнешкел илемлĕ. В.Сытина (Энĕшпуç) юрă-кĕвĕ тĕнчинче ют ят мар. Унăн тарăн шухăшлă юррисене чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен репертуарне хаваспах кĕртеççĕ. Пысăкенккассисем Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Григорьев, çамрăк юрăç Н.Никифоров курма пынисене çĕнĕ юрăсем парнелерĕç. Ара шывĕ хĕрринчен килнĕ Арапуç пики М.Кузьмина, О.Васильева (Вăрмар поселокĕ) фестивале хутшăнса татах та чĕрĕлĕх, илем кÿчĕç. Вĕсем районти, республикăри юрăçсен конкурсĕпе фестивалĕсен лауреачĕсем. Районти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Г.Васильев, И.Алешин, К.Яковлев юрăçсем хутшăнни уява чăн чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Йĕркелÿ комитечĕ пурне те дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ. Ан тив, хальлĕхе фестивале юрăçсем йышлах хутшăнаймарĕç пулин те, вăл пурин асĕнче те ырă йĕр хăварчĕ, культура пулăмĕнче çĕнĕ çутă страница çырăнса юлчĕ. Тен, малашне, çутисем хавха кÿрсен, ăна район, республика шайĕнче ирттерме хевте çитерĕпĕр. Кунта янранă юрăсем Аслă, Вăтам, Кĕçĕн Энĕш юхан шывсен шăнкăр сассипе пĕр пулса Çĕрпÿсемпе Куславккасене, Сĕнтĕрвăррисене ăшă салам ярса, йыхравласа сарлакан та мăнаçлăн Аслă Атăл юханшывĕпе пĕрлешсе пĕр пы-ы-ы-сăк хор пулса тăван Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне çитсе янратăр. Анлă, такăр çул сана, чăваш юррин фестивалĕ «Энĕш шевлисем».



29 июля 2009
00:00
Поделиться