Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уй-хир техника шавĕпе тулнă

Районти пур тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче те хĕрÿ ĕççи пуçланчĕ. Уй-хир техника шавĕпе тулнă. "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, "Арабоси" агрофирма, çавăн пекех Тикаш ял тăрăхĕнче вырнаçнă "Иванов", "Сапаркин", "Кĕтне" хресчен (фермер) хуçалăхсемпе "Сарабай", "Передовик" тулли мар яваплă обществăсем ĕççине чи малтан тухрĕç.

Кашни сехетпе, минутпа туллин усă курма тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Штурвалсем умĕнче - опытлă, явапа туйса ĕçлекен комбайнерсем. Акă, тĕслĕхрен, "Иванов" хресчен(фермер) хуçалăхĕнче ДОН-1500 комбайнпа Н.Ивановпа В.Григорьев ырми-канми тĕш тырă çапса тĕшĕлеççĕ. Йĕтем çине татти сыпписĕр сарă тырă килсе тăрать. Вĕсене М.Нарсова, Н.Чернова, З.Демьянова, Ю.Иванов, П.Кабакова, С.Харитонов, Л.Филиппова, В.Кабаков тата ыттисем те икĕ сменăпа тасатса сортлаççĕ. Тикашсем тырра патшалăх пÿлмине ăсатма пуçланă та ĕнтĕ.



29 июля 2009
00:00
Поделиться