Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Пуйăс килет чашкăртса, чукун çула çутатса»

тесе юрлаççĕ юрăра. Пуйăсне чашкăртса çÿреме тÿрĕ те юсавлă çул кирлине пурте пĕлетпĕр. Çитес çĕре çитесси е тĕрлĕ грузсем турттарасси те лайăх çултан нумай килет. Çутă хĕрлĕ тĕслĕ жилет тăхăннă чукун çул работникĕсем вара кунне-çĕрне пĕлмесĕр çул çинче тесен те йăнăш пулас çук. Хĕллехи шартлама сивĕ кунсем-и, çуллахи шăрăхра е кĕрхи пылчăкра, çурхи шыв-шурта, уявсенче - вĕсем тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсемпе чукун çул çинче тĕрмĕшеççĕ. Пысăк ăсталăхпа, пуян опытпа, хăйсене шеллемесĕр ĕçлеççĕ. Вĕсем ĕçе пĕлсе тунинчен пуйăспа каякан çынсен хăтлăхĕ те, хăрушсăрлăхĕ те, грузсем турттарассине ÿстерсе пырасси те нумай килет. Апла пулсан вĕсене хăйсен профессиллĕ уявĕ - Чукун çул транспорчĕн ĕçченĕн кунĕ çитнĕ май вĕсене хăйсен ĕçĕнче татах та пархатарлăрах пулма ырлăх-сывлăх сунар.

 



01 августа 2009
00:00
Поделиться