Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕнчен

Райадминистрацин ларусен залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври 42-мĕш ларăвĕ савăнăçлă лару-тăрупа пуçланчĕ – кунта чи малтанах ача амăшĕсене, 11 хĕрарăма, амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене пачĕç. Вĕсене район пуçлăхĕ В.Кириллов, РФ пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Г.Усков тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç

Малтанах район Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен райадминистрацин юридици пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ М.Степанова паллаштарчĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта район бюджечĕпе мĕнле усă курнипе тата налук тÿлессипе çыхăннă ыйтусемпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова тухса калаçрĕ.

Вăрмар районĕн 2012 çулхи социаллă аталанăвĕ тата район халăхне 2009-2020 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси ятарлă программăпа райадминистрацин строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов паллаштарчĕ. Районăн муниципаллă пурлăхне 2009 çулта приватизацилессин малашлăх планĕпе тата Кавал ял тăрăхĕн автомашинине Вăрмар район муниципаллă пĕрлĕхĕн пурлăхĕ çине куçарасси пирки райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн тĕп специалист-эксперт-юрисчĕ А.Кузьмин тухса каларĕ.

Депутатсем ытти тĕрлĕ ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç. Ларăва ЧР Президент администрацийĕн представителĕсем Л.Читнаевпа В.Михайлов хутшăнчĕç.



01 августа 2009
00:00
Поделиться