Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Эрех ачаран хаклăрах-ши?

«Ачаллă пулма ăс кирлĕ мар, ача пăхма ăс кирлĕ», – текен ваттисен сăмахĕ паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ. Этем çĕр çине килни обществăшăн та, çĕршывшăн та пысăк вырăн йышăнать. Унăн пуласлăхĕ, малашлăхĕ ашшĕ-амăш аллинче. Пирĕнтен чылайăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн куç хупмасăр ырми-канми вăй хурать, çĕршыва юрăхлă граждансем пулччăр тесе тăрăшать. Анчах та хăшĕ-пĕрисем хăйсен ачисем çине тимлĕх уйăрмаççĕ.

Тĕрĕссипе каласан, çуралсанах вĕсем çинчен мансах каяççĕ. Алла эрех кĕленчи тытма хăнăхсан вара вĕсен умне ача мар, шуйттан курăнма пуçлать тейĕн. «Симĕс çĕлен» авăрне путнăскерсем чăрсăрланса, хаярлансах каяççĕ. Ун пек чухне ачисене юратма мар, çапса, амантса пĕтерме те пултараççĕ. Çакăн пек лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисемшĕн амăш варĕнчен тухнă ача пачах ют пулса тăрать. Тĕрĕссипе каласан, ашшĕ-амăш хăйĕн тĕпренчĕкне эрехпе улăштарать.

Акă Чулкас ялĕнче пурăнакан Марина Александровна Чикунована та эрехпе «туслашнине» пулах ашшĕ-амăш правинчен хăтарнă. Вăл 2006 çултанпа районти тĕп больницăра наркологи кабинетĕнче учетра тăрать пулин те, алкоголизм чирĕнчен сывалма шутламасть. Çемьере лару-тăру йывăррине пула аслă ывăлĕ Евгений 2005 çултан пуçласа паянхи кунчченех Т.Владимирова тăванĕ патĕнче пурăнать. Максим ывăлĕ те амăшĕ эрех ĕçнине пула сахал мар терт-нуша курнă темелле. Вĕсене, йывăр условисенче пурăннине кура, «Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен социаллă реабилитаци центрĕ» республикăри патшалăх учрежденине вырнаçтарнă пулнă. Райадминистрацин опекăпа попечительство органĕнче ĕçлекенсем темиçе хутчен те М.Чикуновапа профилактикăлла калаçу ирттернĕ, административлă явап тыттарнă пулин те, вăл тĕрĕс çул çине тăрас темен. Çав-çавах эрех черккине алран яман. Ниçта та ĕçлеменскер ачасене воспитани парссипе те тимлемен.

Вăрмар район сучĕ М.Чикунова пирки гражданла ĕç пăхса тухса ăна ашшĕ-амăш правинчен хăтармалла тата алимент шыраса илмелле тесе йышăну тунă.

«Эрех кĕленчине «юратрăн» - ачасем çинчен мантăн», - тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. 1979 çулта Кивĕ Шулхан ялĕнче çуралнă Татьяна Николаевна Михайлова пирки те çакнах каламалла. Вăл 1999 çулта çуралнă Олег ывăлĕ çинчен пачах та маннă. Çав çулах вăл заявлени çырнипе пепкене 3 çуллăха Етĕрнери ачасен çуртне вырнаçтарнă. 2007 çулхи август уйăхĕнчен вара Олег ывăлне тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿттисĕр тăрса юлнă ачасене вырнаçтаракан Çĕмĕрлери «Елочка» ача çуртне йышăннă. Ывăлне ача çуртĕнчен сăлтавсăрах илменшĕн темиçе хутчен те ашшĕ-амăш прависĕр тăратса хăварма пултарни çинчен каланă пулин те, Т.Михайлова вĕсен сăмахне пĕрре те ăша хывман. Тĕрĕсрех каласан, хăйĕн ывăлне воспитани парас тесе те шутламасть. Вăл паянхи кунччен те хăйĕн тĕпренчĕкĕ патне пĕрре те кайса курман, мĕнле условисенче пурăннипе те интересленмен. Ун пеккисене «Куккук-амăш» теççĕ халăхра. Судра Т.Михайлова пĕр арçынпа пурăннине, анчах та вăл ун ачине пĕрле пурăнма йышăнманнине палăртать. Ун ĕçне пăхса тухнă май çакăн пек ыйту та тухса тăрать: нивушлĕ çав арçын хăв çуратнă ачаран хаклăрах; Ăнланма питĕ йывăр. Ывăлĕ вара паянхи кун та ача çуртĕнче.

Вăрмар район сучĕ Т.Михайлова пирки гражданла ĕç пăхса тухса ăна ашшĕ-амăш правинчен хăтармалла тесе йышăннă. Унсăр пуçне ывăлне пăхса тăма алимент шыраса илмелле тунă.

Красноярск крайĕнчи Ачинск хулинче çуралса ÿснĕ, халĕ Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан Ирина Викторовна Сытник та хăйĕн хĕрне пăхас вырăнне эрехпе «туслашнă». Вăл Красноярск крайĕнчи Ачинск хулинчи интернат-гимназинче пурăнакан Дарья хĕрĕ патне ку таранччен пĕрре те кайса курман. Çавăн пекех хăй çуратнă Анна тата Алексей ачисене пĕрре те пăхман. Çавна пулах ĕнтĕ 2007 çулта Вăрмар район сучĕ И.Сытник пирки гражданла ĕç пăхса тухса ăна ашшĕ-амăш правинчен хăтармалла тунă. Дарья Смоликова хĕрне пăхса тăма М.Смоликов ашшĕ майлă алимент шыраса илмелле тунă.

Чупай ялĕнче пурăнакан В.Куракинпа Л.Куракинана та «симĕс çĕленпе» туслашнине тата Наталья хĕрне тимлĕх уйăрманнине пула ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă. Вĕсенчен иккĕшĕнчен те Канашри шкул-интернат майлă (хĕрĕ унта вĕренет) алимент шыраса илмелле тунă. Çак ялта пурăнакан Г.Львоваран та пĕчĕк хĕрне Алинăна тивĕçлипе пăхманшăн Вăрмар район сучĕ алимент шыраса илмелле йышăну кăларнă. Халĕ 6 çулхи хĕр ача Етĕрнери ача çуртĕнче пурăнать. Ниçта ĕçлемен, эрехе кăмăллакан амăшĕ ача çуртĕнче пурăнакан пĕчĕк хĕрне пĕрре те кайса курман. Çакăн йышши хĕрарăмсен чĕрисем вырăнне чул лартса янă-ши; Ăнланма йывăр. Тĕрĕссипе каласан, выльăх та хăйĕн çурине хĕрхенет, ăна хăйĕнчен ниçта та пăрахса хăвармасть. Кун пек çынсем вара çак çутă тĕнчере малашне мĕнле йĕркепе пурăнас тейĕç-ши;

Ачашăн амăшĕ çеç мар, ашшĕ те пысăк явап тытать. Шутнерпуçĕнчи Сергей Аркадьевич Иванов 2005 çулта çуралнă Ангелина хĕрне чылайранпа алимент тÿлесе пыман. Парăм 100 пин тенкĕне ытла çитнĕ. Çавна май Ангелинăн амăшĕ Р. Бородатая С.Иванова ашшĕ-амăш правинчен хăтарма ыйтнă. Вăрмар район сучĕ çÿлерех асăннă гражданла ĕçе тĕплĕн пăхса тухса С.Иванова ашшĕ-амăш правинчен хăтармалли çинчен йышăну кăларнă.

Çемье арканăвĕн сăлтавĕ - эрехре. Çак шĕвеке ашшĕ-амăшĕ ĕçнине пулах ачисем нушаланаççĕ. Чылай чухне хÿтлĕхсĕр тăрса юлаççĕ. Кунĕ-кунĕпе выçă лараççĕ, хĕллехи вăхăтра сивĕ кил-çуртра шăнса ларса чире каяççĕ тата ытти те.

2008 çулта ашшĕ-амăш правинчен хăтарассипе гражданла 7 ĕç пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тунă пулсан, 2009 çулхи пĕрремĕш çур çулта кăна 7 ĕç пулнă. Ачисене пăхман, тивĕçлĕ воспитани паман, эрех серепине путнă ашшĕ-амăшĕсен йышĕ ÿссех пырать. Ку чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ăна татса парас тесен пирĕн пурин те таврара пурăнакан çакăн йышши граждансемпе профилактикăлла калаçу ирттермелле, йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшмалла.



05 августа 2009
00:00
Поделиться