Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чулкасран тухнă самбист

Чулкасра çуралса ÿснĕ Станислав Васильев малтан хăйĕн пĕлĕвне ялти, унтан Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ шкулсенче ÿстернĕ. Çиччĕмĕш класран пуçласа вуннăмĕш класс таран Фрунзе хулинчи спорт интернатĕнче вĕренет. Çав çулсенчех вăл Киргизи республикишĕн тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать.

1981 çулхи январь вĕçĕпе февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче Фрунзе хулинче самбо енĕпе Киргизи ССРĕн уçă чемпионачĕ пулса иртнĕ. Кунта Украинăран, Мускавран, Узбекистанран, Туркменистанран Таджикистанран, Казах ССРĕнчен, РСФСРтан, Арменирен, Грузирен, Белоруссирен, Азербайджанран, Ленинградран килнĕ чи вăйлă 330 самбист хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре Киргизи ССРĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. Кунти спортсменсене пирĕн ентеш, Шăхаль каччи , СССР спорт мастерĕ, Киргизи ССРĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Петрович Михайлов вĕрентсе хатĕрленĕ.

17 çулхи Станислав Васильев 52 килограмм таякан 28 спортсмен хушшинче чи вăйли пулнă. Ултă СССР спорт мастерне тата СССР спорт мастерĕн кандидачĕсене пурне те хăюллăн çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тухнă, чемпион ятне çĕнсе илнĕ, СССР спорт мастерĕн нормине пурнăçланă. Сергей ун чухне спорт интернатĕнче вуннăмĕш класра вĕреннĕ. Ун хыççăн вăл физкультура институтне вĕренме кĕрет.

Станисла спортри ăсталăхне ÿстерсех пынă. СССРти шкул ачисен пĕрремĕш Спартакиадинче 56 килограмлă спортсменсем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. 1981-1983 çулсенче СССРти юниорсем хушшинче Новокузнецкра тата Ереванта ирттернĕ ăмăртусенче призлă вырăнсене тивĕçнĕ.

Дзюдо енĕпе кĕрешсе СССР та мала тухассишĕн Красноярск хулинче ирттернĕ ăмăртура пуринчен те выляса илет. Пхеньян тата Гжатск хулисенчи турнирсенче те вăл малтисен ретĕнче.

1992 çулта Киргизин тĕнче класлă спорт мастерĕ пулса тăрать. Ăна çак ята тивĕçлĕ пулма Ленинградра СССР Кубокне çĕнсе илни тата Мускавра Харлампьевсен мемориалĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнни пулăшнă.

Чылай çĕршывсенчи тата хуласенчи турнирсене хутшăннă Станислав Геннадьевич, яланах пултарулăхĕпе палăрса тăнă. Вăлах Хĕç-пăшаллă Вăйсен призерĕ, «Динамо» тĕп совечĕн темиçе хут чемпионĕ.

Срочнăй служба срокне татнă хыççăн вăл, Шалти çарсенче службăра тăрать, инструкторта вăй хурать.

Мăшăрĕпе хĕрĕ те Станислав çулĕпех кайнă. Марина Валерьевна ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ. Анастасия хĕрĕпе иккĕшĕ те художествăлла гимнастика енĕпе спорт мастерĕсем. Станислав Васильев Киргизи Республикинчи шалти ĕçсен министерствинче физкультурăпа спортăн аслă инструкторĕнче ĕçлет.



08 августа 2009
00:00
Поделиться