Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Асфальтлă çул хывĕç

«Питĕ кĕске вăхăтра, тĕрĕсрех икĕ çул хушшинче, пирĕн Раççей пурнăçĕнчи сайра тĕл пулакан проекта ĕçе кĕртме тивет - республикăри халăх пурăнакан пĕтĕм вырăна асфальт çулпа çыхăнтармалла», - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çавна май пирĕн районта кашни ял патнех асфальтлă çул хывнă.

ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта пурĕ 23 километр та 407 метр çул-йĕр хывнă. Вăл шутран пирĕн Тикаш ялĕ патне те.

Пурнăç малаллах пырать, çавăнпа та мĕн тунипе лăпланса ларас теместпĕр. Ялсем патне çул-йĕр хывнипе пĕрлех вĕсенчи тĕп урамсене те асфальтлă çул сарас тĕллев лартнă. Ăна шута илсех ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăçал «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указ кăларнă.

Кăçалхи июнь уйăхĕнче ЧР Президенчĕпе Н.Федоровпа иртнĕ интерактивлă хутшăнура Хĕрлĕçырта пурăнакансем ял урамĕсене асфальтлă çул хăçан пуласси пирки кăсăкланнăччĕ. Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, автомобиль çулĕсем тăвасси «Чăваш Республикинчи 2006-2010 çулсенчи автомобиль çулĕсене тăвасси тата çĕнетесси» тĕллевлĕ программăпа пурнăçланса пырать. Çавна май Хĕрлĕçырти Ленин урамĕ валли асфальтлă çул сармашкăн хатĕрлев ĕçĕсем пыраççĕ. Ку ĕçе хальхи вăхăтра «Дортехпроект» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. М.Галеутдинов инженерпа Г.Ванкович топограф ял урамне хытă сийлĕ çул-йĕр хывас тĕллевпе строительство проекчĕ валли кирлĕ виçев ĕçĕсем тăваççĕ.




26 августа 2009
00:00
Поделиться