Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕрентÿ ĕçченĕсен августри конференцийĕнчен

Районти Культурăпа кану центрĕнче вĕрентÿ ĕçченĕсемпе иртнĕ августри конференцине Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова, Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕрентÿ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем хутшăннă.

Конференцине хутшăннисем валли районти Культурăпа кану центрĕнче пур шкулсем те хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарни çинчен материалсем хатĕрленĕ, презентаци йĕркеленĕ.

Конференцие район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уçрĕ. Вăл «Вăрмар районĕнчи «Çĕнĕ шкул» вĕрентÿ пуçарăвĕн тĕп çул-йĕрĕсем» доклад турĕ. Юрий Васильевич хăйĕн докладĕнче 2008-2009 çулсенчи муниципаллă вĕрентÿ системин ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, çитес вĕренÿ çулĕсенчи аталану малашлăхĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл çавăн пекех пуçаруллă ачасемпе ытларах ĕçлемеллине, вĕрентекенсен потенциалне аталантармаллине, шкулсен çĕнĕ инфраструктурине йĕркелемеллине, ачасен сывлăхне пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ.

Унтан анлă доклада сÿтсе явма Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорне А.Димитриева сăмах пачĕç. Анатолий Кузьмич вĕрентÿ ĕçченĕсене вĕсен ĕç пахалăхне кура мĕнлерех майпа хавхалантарни çинчен каларĕ. Çавăн пекех Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти директорăн заместителĕ А.Афанасьева, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти кĕçĕн классене вĕрентекен Т.Максимова, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулти О.Соколова вĕрентекен, поселокри «Зоренька» ача сачĕн заведующийĕ М.Петрова тухса калаçрĕç.

Районти вĕрентÿ ĕçченĕсен умĕнче Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова тухса калаçрĕ, республикăри, районти вĕрентÿ ĕçĕ умĕнче тăракан задачăсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ячĕпе районти вĕрентÿ учрежденисем валли сĕтел-пуканпа оборудовани валли 3206654 тенкĕлĕх свидетельство, поселокри «Зоренька» ача садне «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçласа вĕренÿ системине çĕнĕлĕхсем кĕртсе пынăшăн тата республикăри конкурсра çĕнтернĕшĕн 200 пин тенкĕлĕх грант пачĕ.

Поселокри «Березка» ача сачĕн воспитателĕ Н.Федотова республикăри конкурсăн çĕнтерÿçи пулнă май, ăна ЧР Президенчĕ çулсерен пултаруллă ĕçченсене паракан укçан хавхалантарни çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Г.Чернова министр Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулти В.Антонов вĕрентекене ĕç вырăнне автоматизацилеме сертификат пачĕ. Унтан ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе ачасен пултарулăх çурчĕн ĕçченне И.Григорьевана, Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕрентекенне В.Адякинана, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул учительне Н.Васильевана, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлекен Н.Евсеевана, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Л.Яковлева педагога наградăларĕ.

Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарса килнĕ ятпа саламларĕ, ачасене пахалăхлă вĕрентес тата воспитани парас енĕпе ăнăçусем сунчĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем тунă вĕрентекенсене райадминистрацин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Çавăн пекех вĕрентекенсенчен чылайăшĕ райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотине те тивĕçрĕç.

Юлашкинчен конференцие хутшăннă мĕн пур вĕрентекенсем валли Чăваш патшалăх академийĕн симфони капелли уяв концерчĕ лартрĕ.


АУ Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав"


"Урмарская районная газета"
26 августа 2009
00:00
Поделиться