Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районти пушар хуралне – 50 çул

Пушар хуралне туса хунăранпа 50 çул çитнĕ ятпа районти 39 " пушар чаçĕнче савăнăçлă пуху пулчĕ. Пухăннисене малтанах районти пушар чаçĕн начальникĕ В.Ефремов саламларĕ, ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

- Пушар хуралĕнче тăракансен çар çыннисенни пекех яланах хатĕр пулмалла, - терĕ вăл. Унтан Владислав Борисович паллă писателĕн тата поэтăн В.Гиляровскин сăмахĕсене илсе кăтартрĕ.

«Кашни пушарник-герой. Вăл пурнăç тăршшĕпех вăрçăра. Кашни минутра пурнăç хăрушлăхне пăхмасăр кĕрешет».

Унтан пушарниксемпе ветерансене район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов юбилей ячĕпе саламласа ĕçре ырă тĕслĕх кăтартакансене район пуçлăхĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ тата Тав хучĕсем пачĕ, стена çине çакмалли картина парнелерĕ.

РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ЧР тĕп управленийĕн представителĕ Е.Соколов ĕçре палăрнисене управленин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ тата принтер пачĕ.

Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева пушарниксене юбилейпе саламланă май, хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, хула тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе парнепе тивĕçтерчĕ.

Çĕрпÿри пушара хирĕç кĕрешекен виççĕмĕш отряд начальникĕн заместителĕ Н.Сергеев юбилей ячĕпе саламласа ырă хыпар пĕлтерчĕ. Çывăх вăхăтрах районти 39 " пушар чаçне çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерĕç.

Юлашкинчен районти пушар чаçĕн начальникĕ В.Ефремов пушар чаçĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене Тав çырăвĕсем пачĕ, кил хуçалăхĕнче ĕçлемелли костюмсем парнелерĕ.

Районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи художествăлла пултаруллăх коллективĕн артисчĕсем юрăсем шăрантарчĕç.



02 сентября 2009
00:00
Поделиться