Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тухăçĕ савăнтарать

Район уй-хирĕсем тухăçлă çитĕннĕ тыр-пултан тата «иккĕмĕш çăкăртан» тасалсах пыраççĕ. Кăçалхи августăн 31-мĕшĕ тĕлне 14618 гектар çинчи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсенчен 12475 гектарне пуçтарса илнĕ, е çакă 85,3 процентпа танлашать. Вăтамран кашни гектартан 23,6 центнер тухнă.

Çĕр улми лаптăкĕ районĕпе 984 гектар йышăнать. «Иккĕмĕш çăкăра» 100 гектар çинчен пухса илнĕ ĕнтĕ. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 199 центнер.

Тикашри Александр Ульянов 5 гектар çĕре арендăна илнĕ. Кăçал вăл унта çĕр улмин «Удача» сортне лартнă. Тухăçлă çитĕннĕ «иккĕмĕш» çăкăр. Ăна кăларса пăрахнă та ана шултра çĕр улмипе шап-шурă курăнса выртать. Кунта вăй хуракан Василий Ульянов, Владимирпа Александр Григорьевсем, Галинăпа Татьяна Ульяновасем тухăçлă çитĕннĕ «иккĕмĕш çăкăра» михĕсем çине тултараççĕ те автомашина çине тиесе склада ăсатаççĕ.

- Кăçал çĕр улми тухăçлă çитĕннĕ. Гектар пуçне 200 центнертан кая мар пуçтарса илтĕмĕр, - тулли кăмăлпа пĕлтерет Александр Владимирович.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2009 çула «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» тесе пĕлтерчĕ. Апла пулсан, кăçалхи çула нихçанхинчен те хастартарах ĕçленипе паллă тумалла. Çапла тума тăрăшаççĕ те Тикашри Ульяновсем.



02 сентября 2009
00:00
Поделиться