Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Усăсăр выртакан çĕрсем çукпа пĕрех

Хăй вăхăтĕнче Тупахсене «Прогресс» совхозра, «Тансаринское» тулли мар яваплă обществăра, «Тансаринский» ял хуçалăх артелĕнче вăй хума лекнĕ. Хуçалăх саланса кайсан вара, кам мĕнле пултарнă, çапла ĕçлесе пурăнма пуçланă. Çапла вара кунта фермер хуçалăхĕсем йĕркеленнĕ.

«Кĕлкеш ял тăрăхĕн территорине кĕрекен Тупах уйрăмĕнче халĕ усăсăр выртакан пушă çĕрсем çукпа пĕрех», - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Николаевич Данилов.

Мĕн пур çĕр лаптăкне фермерсем пайласа илнĕ. Владимир Федорович Матвеев, Николай Александрович Матвеев, Владимир Николаевич Ванюков, Сергей Николаевич Кузьмин, Анатолий Валентинович Денисов фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕсем тĕш тырăпа çĕр улми тата ытти пахча çимĕç культурисем çитĕнтереççĕ.

Туса илнĕ продукцие патшалăха сутаççĕ е ытти çĕре вырнаçтараççĕ. Вĕсемсĕр пуçне Владислав Клементьевич Армановпа Алексей Николаевич Родионов кунта арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕпе анлăн усă кураççĕ.

Эпир унта пулнă кунхине Н.Матвеев фермер урпа вырма тухнăччĕ. Акă йĕтеме Н.Ванюков тракторист тырă тиесе килчĕ. Н.Николаева, Р.Валькина урпана сортласа тасатма тытăнчĕç. В.Валькин оператор сортировкăна тухăçлă ĕçлеттерет. В.Матвеев ялта магазин уçнă. Унта сутуçăра Алина Николаевна Николаева тăрăшать. Малтан вăл Шупашкарта ĕçленĕ. Рудольф ăна хуларан «çаклатса» килнĕ. Алина вара çакăншăн пĕрре те ÿкĕнмест.Тăван ял сывлăшĕпе киленнинчен лайăххи нимĕн те çук, тет.

Райпо лавкки те юнашарах вырнаçнă. Кунта вара тăваттăмĕш çул С.Александрова тăрăшулăх кăтартать. Ял халăхне çăкăрпа тата ытти апат-çимĕçпе вăхăтра тивĕçтерес тесе çине тăрать.



02 сентября 2009
00:00
Поделиться