Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи хакли, чи пахи

Сывлăх - чи хаклă пурлăх,

Сывлăх - чи пысăк ырлăх,

Сывлăхсăр пурнăç юрлăх,

Халăх пулсассăн сывă,

Сывă пулĕ çĕршывăм,

Ÿсĕ, çĕкленĕ хĕр-ывăл.

Раиса Сарпи.

Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ Раиса Сарпи çырнă сăвăпа чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Надежда Авакова 7-мĕш класра вĕренекенсемпе илемлĕ кĕвĕ шăраннăçемĕн уçă урок пуçларĕ.

«Сывлăхран хакли нимĕн те çук» урок пуçланассине ачасем кĕтни, палăртнă хайлавсене вуласа хатĕрленни ыйту-хурав, эпизодсемпе, ÿкерчĕксемпе ĕçленĕ тапхăрсенче курăнчĕ. Надежда Юрьевна вĕрентекен çамрăк пикесемпе яшсене харпăр хăй шухăшне тимлĕн те уççăн калаттарма тăрăшрĕ, пуплеве аталантарас хăнăхтарусемпе анлăн усă курчĕ, «Пирĕн йăх» тĕпчев таблиципе, кĕнеке выставкипе паллаштарчĕ.

Урок ăнланмалла иртрĕ. Учитель çĕнĕ информатика мелĕсемпе анлă усă курса çамрăкрах вĕрентекенсемшĕн, итлеме пынăскерсемшĕн пулăшу пулнине кăтатрĕ. Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман», Игнатий Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă», Марфа Трубинан «Пурнăç çулĕ», «Хăнаран» калавсемпе усă курса вĕренекенсене хăйсен шухăш-кăмăлĕсене çыхăнуллă каласа пама вĕрентесси тĕп вырăнта пулчĕ.

Вĕренекенсем çĕр çинче хăйĕн тивĕçне туйса пурăнакан çын пуриншĕн те тăрăшнине ăнланчĕç. Чăнах та, палăртнă çынсем сывлăхне те сыхласа çирĕплетеççĕ, ашшĕ-амăшне те хисеплеççĕ, ачи-пăчине те тĕрĕс-тĕкел ÿстереççĕ, çурт-йĕрне те çавăраççĕ. Унтах сывлăха эрех-сăрапа, табак-пируспа е наркомани енĕпе иртĕнсе хавшатни çинчен те сăмах пычĕ. Урокăн тĕп ыйтăвĕ: чи пысăк пуянлăх вăл - сывлăх. Сывлăх пулсан - çын ĕçлет те, савăнать те... тесе çирĕплетни паллă пулчĕ.

Юлашкинчен вĕренекенсем те, урока итлеме пынă хăнасем те «сывлăха упра» кроссворда хуравсем пачĕç.

 



03 октября 2009
00:00
Поделиться