Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсен ĕçĕ халăха кирлĕ

Милици службинче Раççей уголовнăй розыскне туса хуни çинчен пĕлтерекен Положение 1919 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.Çак кунтанпах ку служба ăнăçлă ĕçлесе пырать. Сотрудникĕсем улшăнсах пыраççĕ пулин те ĕçĕ çавăн пекех юлать. Пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕнче ку уйрăмра С.Казаков, С.Галкин, А.Павлов,Ю.Кузнецов вăй хураççĕ.

Ку служба тÿремĕнех халăха пырса тивет, мĕншĕн тесен кашни преступлени, вăрттăн çынна сăтăр тăвасси е тата ытти тĕрлĕрен киревсĕр ĕç - пурте çынпа çыхăннă. Кам та пулин ним паллисĕр çухалнă пулсан та çак служба вĕсене тупма пулăшать. Пĕр-пĕр çын е çамрăк наркотикле япаласемпе çыхланса кайнине те тăрă шыв çине кăлараççĕ. Çын хваттерне çаратса çÿрекенсен, вăрă-хурахла тапăнакансен çулне те вĕсемех пÿлеççĕ. Çапла вара уголовнăй розыск уйрăмĕ милици службинче чи пĕлтерĕшлĕ уйрăмсенчен пĕри тесен пĕрре те йăнăш пулмасть. Ку уйрăмра хăйсен ĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçласа пыракан сотрудниксем ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен Сергей Геннадьевич Казаков милици службинче 1994 çултанпах вăй хурать. Малтанхи вăхăтра вăл постпа патруль службинче тăнă. 2000-мĕш çулта Чечен Республикинчи хирĕç-тăру вăхăтĕнче саккунлăхпа право йĕркисене тытса пырас çĕре хутшăннă. Чăваш çыннисем яланах хăйсене шанса панă тивĕçĕсене тÿрре кăлараççĕ. Сергей Геннадьевич та хăйне кунтан кайнă чухне юлташĕсем, пĕрле ĕçлекенсем, тăванĕсем панă наказа çĕре ÿкермен. Ăна «Хĕрÿ вырăнсене хутшăннăшăн», «Кавказра службăра пулнăшăн» тата «Службăра пулнăшăн» III, II степеньлĕ медальсем панă. Çав вăхăтрах вăл хăйĕн пĕлĕвне ÿстерессишĕн те çине тăнă. 2007 çулта Шалти Ĕçсен Министерствин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренсе пĕтерет. 2008-мĕш çултанпа вара вăл районти шалти ĕçсен пайĕнчи уголовнăй розыск уйрăмĕн начальникĕнче вăй хурать. С.Галкин районти шалти ĕçсен пайĕнче 1993 çултанпа ĕçлет, 1995 çултан вара çак уйрăмра тăрăшать. Сăмах май каласан С.Галкин районти милици службинче чылай çулсем вăй хунă, служба вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартса пуçне хунă Павел Семенович Галкинăн мăнукĕ. Сергей Юрьевич халĕ хăйĕн аслашшĕн пархатарлă ĕçне малалла тивĕçлĕн пурнăçласа пырать. А.Павлов 2001 çултанпа районти шалти ĕçсен пайĕнче, ку уйрăмра вара 2003 çултанпа, Ю.Кузнецов кунта чи çамрăкки пулин те çав тери тăрăшуллă. Пĕрле ĕçлекенсем вĕрентсе пынине тĕплĕн пурнăçлама тăрăшать. Кунти сотрудниксем пурте аслă пĕлÿллĕ, вĕсем пур çĕрте те лайăххипе кăна палăрса тăраççĕ. Çавăнпа та вĕсене çак яваплă ĕçе шанса панă. Пулнă преступленисене те çийĕнчех уçса пама тăрăшаççĕ.



03 октября 2009
00:00
Поделиться