Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Журналистсем ял хуçалăхне аталанма пулăшаççĕ

Юлашки çулсенче пĕтсе ларнă ял хуçалăхне ура çине тăратассишĕн пур енлĕн тăрăшни уçăммăнах сисĕнет. «2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси, продукци, чĕр-таварпа апат-çимĕç рынокне йĕркелесе тăрасси» программа ăнăçлă пурнăçланса пырать. Ку ĕçре çĕр ĕçченĕсемпе пĕрле журналистсем те активлă хутшăнаççĕ.

Çавăнпа та пулĕ «Раççей пресси - ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программине пурнăçлама пулăшакан вăй» темăпа Чăваш наци музейĕн конференци ирттермелли залĕнче республикăри ял хуçалăх темисемпе çыракан журналистсен тĕл пулăвне йĕркелерĕç.Унта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, РФ Патшалăх Думин Аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ В.Денисов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов, Чăваш Республикин ял хуçалăх тата культура министрĕсем М.Игнатьевпа Р.Лизакова тата ыттисем те хутшăнчĕç.

– Агропромышленность комплексĕнче 78 проект тĕллевлĕ пурнăçланса пыни савăнтарать - тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне Николай Федоров. Патшалăх программи ĕçлеме пуçланăранпа çулталăк çурă кăна иртнĕ пулин те, курăмлă кăтартусем пур. Кризиса пула бюджет укçине 15 процент чакарма палăртнă пулсан, агропромышленность комплексĕнче вара 6 процент кăна. Ялсенче пурăнакан кашни пиллĕкĕмĕш çемье çăмăллăхлă кредитпа усă курать. Вĕсене пулах ял хуçалăхĕ ăнăçлă аталанать, - терĕ малалла Президент. Çавăн пекех вăл Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пирки те чарăнса тăчĕ. АПК аталанăвĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăкки пирки те каларĕ Н.Федоров.

РФ Патшалăх Думин Аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ В.Денисов Чăваш Ен ят-сумĕ кунта ĕçлекен çĕр çыннисен тăрăшулăхне пула ÿснине палăртрĕ.

Чăваш наци радиовĕн редакторĕ Л.Леонтьева, «Советская Чувашия» хаçат журналисчĕ В.Иванов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, вырăна тухса çÿренĕ май тĕл пулакан пулăмсемпе тĕслĕхсем илсе кăтартрĕç. Яллă вырăнсенче çамрăксем сахалли, пур пулсан та вĕсен канăвне йĕркелеме пĕлменни те пăшăрхантарчĕ вĕсене.

ЧР культура министрĕ Р.Лизакова ял хуçалăх ыйтăвĕсене хаçатсенче ытларах çутатмаллине, çавăн пекех ялти клубсен ĕçĕ-хĕлĕпе тăтăшах интересленмеллине тата çамрăксене яла таврăнма пулăшмаллине аса илтерчĕ.

Хастар журналистсене хавхалантарма пултарулăх ăмăртăвĕсем тăтăшах ирттереççĕ.

Кăçал республикăра «Ылтăн пучах» конкурс йĕркеленĕ. Çĕнтерÿçĕсене премисем тивĕçрĕç.



03 октября 2009
00:00
Поделиться