Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çанталăкĕ те куççульне кăларчĕ

Тĕнче класлă спорт мастерĕ, XX Олимп вăййисене хутшăннă Н.Пуклаков ячĕллĕ çăмăл атлетсен чемпионачĕн кĕрхи кросĕ районти тĕп стадионта виççĕмĕш хут иртрĕ. Ытти çулсенчи пекех унта районти шкулсенче вĕренекенсемпе аслă ăрури вуншар-вуншар сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан хутшăнчĕ.

Ăмăртăва уçма район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕ Ю.Соколов, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Андреев, Олимп вăййисен хăвăрт утас енĕпе кĕмĕл призерĕ О.Иванова, тĕнче рекордсменки А.Деверинская, хăвăрт утас енĕпе Чăваш Енри тĕп тренер Г.Семенов тата ыттисем килнĕ. Енчен те пĕлтĕрхи ăмăртусене Николай Иванович тĕрлĕ сăлтавсене пула килеймерĕ пулсан, кăçалхин сăлтавĕ питĕ хурлăхлă - паллă ентешĕн чĕри августăн 14-мĕшĕнче тапма чарăнчĕ. Тухса калаçакансем - В.Кириллов, В.Андреев, О.Иванова тата ыттисем те çак çухату Чăваш Ен спортсменĕсемшĕн питĕ пысăк пулнине палăртрĕç, çав вăхăтрах çамрăксем унран тĕслĕх илсе çитĕнÿсем тума ăнтăлни шанăçпа савăнăç çуратнине каларĕç. Валерий Витальевич Андреев çитес çултан çак кроса республика шайĕнче ирттерме тытăнмалли çинче чарăнса тăчĕ.

Старта чи малтанах 1998-1999 çулсенче çуралнă хĕр ачасем тухрĕç. Стадионăн 500 метрлă çаврăмĕнче финиша чи малтан А.Петрова (Чупай), ун хыççăн С.Матвеевапа К.Анилина (Кĕлкеш) çитрĕç. Çак дистанцирех арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна А.Иванов (Кĕлкеш), иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Н.Никитинпа (Пысăк Енккасси), Н.Крылов (Чупай) тивĕçрĕç. Шкул ачисем хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмсенче малти вырăнсене çаксем тухрĕç:

1996-1997 çулсенче çуралнисем (хĕрачасем) М.Иванова (Пысăк Енккасси), Л.Максимова (Энĕшпуç), А.Ильина (Пысăк Енккасси), арçын ачасем - В.Токсаров (Чупай), Г.Егоров (Пысăк Енккасси), М.Егоров (Çĕнĕ Кинчер);

1994-1995 çулсенче çуралнисем (хĕр ачасем) - К.Линга (Чупай), И.Иванова (Пысăк Енккасси), О.Филиппова (Пинер), арçын ачасем - В.Степанов, В.Ильин (Пысăк Енккасси), Д.Максимов (Шăхаль);

1992-1993 çулсенче çуралнисем (хĕрачасем) - Е.Семенова, О.Васильев (Пысăк Енккасси, 1,3 вырăнсем), И.Топтыгина (Чупай, 2 вырăн); арçын ачасем - А.Топтыгин (Пысăк Енккасси), К.Питруков (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул), А.Архипов (Мăнçырма).

Аслăрах ăрури спортсменсем старта тухас умĕн ахаль те халь-халь макăрса ярас пек тăракан тÿпе чăтса тăраймарĕ - тăхлан пĕлĕтсем куççульне тăкма пуçларĕç. Паллă спортсменшăн хурланнăнах туйăнчĕç. Анчах та çакă ăмăртăва хутшăнакансен кăмăлне хуçаймарĕ.

18-29 çулхи хĕрарăмсенчен малти вырăнсене Л.Чукамова (Арапуç), Н.Горшкова (коопераци институчĕ), М.Димитриева (Вăрмарти культура çурчĕ), арçынсенчен А.Егоров (коопераци институчĕ), С.Иванов (Чупай), А.Александров (Кĕлкеш) тухрĕç.

30-39 çулхи хĕрарăмсенчен чи маттуррисем О.Владимирова, С.Павлова (Вăрмарти культура çурчĕ), Е.Алексеева (Вăрмар хула тăрăхĕ).

40-49 çулхисенчен Н.Александрова, В.Данилов (Кĕлкеш), А.Курмышкин (педагогика университечĕ) мала тухрĕç. Вăтам шкул командисем хушшинче вырăнсене çапла палăртрĕç: Пысăк Енккассисем пĕрремĕш, Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул - иккĕмĕш, Энĕшпуçсем виççĕмĕш вырăнта.

Тĕп шкулсенчен Чупай, Пинер, Тикаш шкул коллективĕсен командисем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Ытти командăсенчен Кĕлкеш ял тăрăхĕн спортсменĕсем пуринчен мала тухрĕç. Вăрмарти культура çурчĕ - иккĕмĕш, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ виççĕмĕш вырăнта.

Çĕнтерÿçĕсем ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерстви медалĕсемпе грамотисене, Вăрмар район администрацийĕпе Шупашкарти коопераци институчĕн парнисене тивĕçрĕç. Ăмăртăва çамрăксем йышлăн хутшăнни, аслă ăрури спортсменсем хывнă çулпа малалла кайни чăн-чăнах савăнтарать, Николай Иванович пек чемпионсем татах тухасса шанăç парать.



07 октября 2009
00:00
Поделиться