Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурт-йĕр программисене пурнăçласа

Çамрăк çемьесен, ялта ĕçлесе, тĕпленсе пурăнакан граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Сăмахран, «2002 - 2015 çулсенче çурт-йĕр ыйтăвĕсене татаса парасси» программăпа 4 çамрăк çемьене ( Чулкасран - 2, Кĕлкешрен - 1, Аслă Чакран 1 çемьене) 710,5 пин тенкĕлĕх социаллă пулăшу кÿнĕ.

«Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăпа, «2006 - 2010 çулсенче çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси» районти программăпа килĕшÿллĕн 8 çамрăк çемье (Вăрмар хула тăрăхĕнчен - 3, Аслă Чак ял тăрăхĕнчен - 2, Кавалтан - 1, Пинертен - 1, Кĕлкешрен - 1) 3 миллион та 539 пин те 880 тенкĕ илнĕ.

«2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатма ялта пурăнакан тата унтах ĕçлекен 4 çемье (Чупайĕнчен - 1, Кĕтеснертен - 1, Энтриялĕнчен -1, Арапуçĕнчен - 1) федераллă тата вырăнти бюджетран 1 миллион та 383 пин те 900 тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Вĕсенчен пĕри - Арапуç ял тăрăхĕнче пурăнакан, унти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентекен пулса вăй хуракан Людмила Геннадьевна Тимофеева та çурт-йĕр çавăрма ку пулăшăва тивĕçнĕ. Çак программăпах çамрăксен 3 çемйине çурт-йĕр çавăрма (Кĕтеснертен - 1, Мăнçырмаран - 1, Кивĕ Вăрмартан - 1) 1 миллион та 343 пин те 800 тенкĕ субсиди парса пулăшнă.

«Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр, тăлăха тăрса юлнă ачасене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси» Чăваш Республикин саккунĕн 11 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар хула тăрăхĕнче пурăнакан 1 тăлăх ачана 742,5 пин тенкĕ, çемьере 5 е ытларах пур ачасене (Арапуç ял тăрăхĕнчен) 1 миллион тенкĕ уйăрса панă. Унсăр пуçне Аслă Чакра пурăнакан пĕр тăлăх ачана çурт-йĕр туянма 435 пин тенкĕ уйăрнă.

Çурт-йĕр ыйтăвне тивĕçтерес ĕç малалла пырать.




07 октября 2009
00:00
Поделиться