Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чунĕпе çамрăккисен уявĕ

Октябрĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипех Ватă çынсен кунне уявларĕç. Ăна Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн (ООН) Генеральнăй Ассамблеин 1990 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе паллă тăваççĕ. Сентябрĕн юлашки кунĕсенче республикăра, çав шутра пирĕн районта та ыр кăмăллăх вунă кунлăхĕ иртрĕ.

Çавна май районти предприятисемпе организацисенче, культура учрежденийĕсенче, шкулсенче тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсемпе тĕл пулусем, концертсем тата ытти мероприятисем ирттерчĕç. Унсăр пуçне республикăра аслă ăрури çынсене социаллă пулăшу парасси çине те тимлĕх уйăраççĕ. Акă 2009 çулта Чăваш Енре тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, реабилитациленĕ çынсене 1 млрд. тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕ ячĕпе ĕçлемен пенсионерсене пулăшма 1,3 млн. тенкĕ уйăрнă.

Вăрмар поселокĕ. Çак кун районти Культурăпа кану центрĕнче аслă ăрури çынсене халалланă уяв концерчĕ иртрĕ. Чи малтанах пухăннисене район пуçлăхĕ В.Кириллов саламларĕ. Районта 6 пине яхăн ватă çын, вĕсем пурте хăй вăхăтĕнче общество ырлăхĕшĕн вăй хунă, тăрăшса ĕçленипе хисепе тивĕçнĕ, палăртрĕ вăл. Нумайăшĕ вăрçă çулĕсенче тата вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсем витĕр тухнă, çапах та пĕтĕмпех тÿссе ирттернĕ, ачи-пăчине ÿстернĕ. Ветерансем лайăх пурнăçа тивĕç, çамрăк ăрăвăн аслисемшĕн тăрăшмалла, вĕсемпе мухтанмалла, хăйсене хăйсем хĕрхенмесĕр ĕçленĕшĕн тав тумалла.

Вăл ветерансене хастар ĕçленĕшĕн, ачасене воспитани парса ÿстернĕшĕн, халĕ те тăтăшах пулăшса пынăшăн тав турĕ, ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунчĕ. Ваттисене çавăн пекех районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ Л.Кугушев салам сăмахĕ каларĕ. Культура ĕçченĕсем ветерансен ячĕпе чуна тыткăнлакан юрăсемпе ташăсем хатĕрленĕ. Ачасен «Капельки» ташă ушкăнĕ, А.Васильева, Г.Васильев, К.Яковлев тата ыттисем тыткануллă хусканăвĕсемпе, çепĕç сассисемпе савăнтарчĕç. Уйрăмах «Парне» ушкăн пуриншĕн те парне пулчĕ.

Концерт хыççăн Вăрмар хула тăрăхĕн администрацине пыма кăмăл тунă ветерансене вĕри чейпе, ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов вĕсене саламланă май аслă ăрури çынсен ăс пуянлăхĕпе вĕсем ĕçе парăннине пула та Вăрмар поселокĕ кунсерен капăрланса пынине палăртрĕ. Сĕтел хушшинчи шăкăл-шăкăл калаçу чылайччен тăсăлчĕ. Аслисен сĕнĕвĕсем администраци ĕçченĕсене тумалли ĕçсем çине вĕсен куçĕпе те пăхма май пачĕ.

«Тавах сире эсир пулнишĕн, пурришĕн», - терĕç аслашшĕ-асламăшĕсене, кукашшĕ-кукамăшĕсене ача-пăча библиотекинче çак ятпа иртнĕ мероприятире вĕсен мăнукĕсем. Аслисем хăйсен мăнукĕсене пурнăçĕнчи чи телейлĕ самантсене каласа пачĕç. Пĕчĕккисем вара хăйсен аллипе ăсталанă парнесем пачĕç, сăвăсем вуларĕç, сценкăсем кăтартрĕç.

Кивĕ Вăрмар. Ваттисен кунне Культура çуртĕнче уявларĕç. Çак кун çанталăк, ватă çынсене савăнтарас тесе пулас, хĕвеллĕ тăчĕ. Тÿпе кăн-кăвак, сарă хĕвел уява утакансем çине ăшшăн, йăл кулса пăхать. Хăш-пĕр чухне çил вĕрсе илни те ватă çынсене кулянтармарĕ. Вĕсем хавассăн малалла утрĕç. Ваттисене ял халăхĕ чыслани хавхалантарчĕ. Чи малтан уявра ял пуçлăхне Г.Эверскова сăмах пачĕç. Вăл ĕлĕкхи тата хальхи пурнăçа танлаштарчĕ, ваттисене хисеплемелли çинчен манса каймалла маррине аса илтерчĕ. Ун хыççăн сăмаха «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров тăсрĕ. Вăл ваттисене саламларĕ, хуçалăх пурнăçĕ çинчен каларĕ. Акă концерт та пуçланчĕ. Концерта фольклор ушкăнĕ пуçларĕ. Вăл ваттисене тĕрлĕ юрăпа саламларĕ, вĕсен чунĕсене савăнтарчĕ. Ун хыççăн ташă ушкăнĕ чăваш халăх тата салтак ташшисене ташласа пачĕç. Ваттисене хисеплесе шкул ачисем те хатĕрленнĕ. Уяв концертне Р.Егорова, О.Павлова, М.Григорьев, Д.Ефимов, А.Васильев хутшăнчĕç. 6-мĕш класс хĕр ачисем ташласа тата юрласа пачĕç. 4-мĕш класра вĕренекен Т.Иванова «Бабушкины руки» сăвă каласа пачĕ. Ун хыççăн вара вăл И.Николаевапа пĕрле «Йăпăлти» текен юрă юрласа пачĕ. Концерт пĕтсен ваттисене уяв сĕтелĕ хушшине лартрĕç. Ваттисене хисеплени, чыслани пирĕн ялта çынлăх туйăмĕ пĕтменни çинчен пĕлтерет. Уяв вĕçĕнче ватăсем тав сăмахĕсем каларĕç. Пирĕн вĕсем çинчен манса каймалла мар, май килнĕ таран пулăшса тăмалла.

ТУПАХ. Ялти ватăсем 12 сехет тĕлне ялти клуба йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсене Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов саламласа ырлăх-сывлăхпа вăрăм кун-çул сунчĕ. Ялти хор кружокĕн членĕсем А.Мокеева, Е.Андреева, Е.Трофимова, Н.Николаева клуб заведующийĕ Л. Алексеева ертсе пынипе юрă-сăвăсемпе, ташăсемпе савăнтарчĕç. Н.Трофимова , А.Тихонова (ялта ăна пурте Нюркка аппи тесе чĕнеççĕ) ветерансем вăрçă çулĕсене, ун чухнехи нушаллă вăхăта аса илчĕç, пуçа усманнине каларĕç. Çамрăклăхĕ çăмăл пулман пулин те, пурнăç вĕсене хуçайманнине ташша тухсан та курăнчĕ. Çулĕсем сахал мар пулсан та, чунĕпе ветерансем çамрăк пулнине кăтартрĕç.

ЭÇПЕПЕ. Эçпепери ларек алăкĕ çинче пысăк сас паллисемпе çырнă пĕлтерÿ куçа лекрĕ. Унта çапла çырнă: «Октябрĕн 1-мĕшĕнче 13 сехетре Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунне уявлама Эçпепери Культура çуртне йыхравлатпăр. Пурне те ырă сунса кĕтетпĕр». Ырă сунса кĕтекен вырăна çитсе курма шутларăм. Кунта пире культура çурчĕн заведующийĕ ырă кăмăлпа кĕтсе илсе малалла иртсе ларма сĕнчĕ. Нумаях та кĕттермерĕç, уява йĕркелесе ертсе пыракан Г.Иванова ватăсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Унтан Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов ватă çынсене çепĕç сăмахсем каласа савăнтарчĕ.

Малалла вара А.Никитина çырнă «Ватти çук та, латти çук» пьеса тăрăх мыскара лартса пачĕç. Клуб çумĕнчи И.Федорова, Н.Александрова, А.Беспалова,В.Степанова, Г.Иванова артистсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Ватăсем вара çав тери хумханса та хăйсен пурнăçĕсене аса илсе пăхса киленчĕç спектакльпе, хăшĕсем хăйсен куççулне те пытармарĕç.

Кунпа вĕçленмерĕ ватăсене халалланă уяв. Юрă-ташă, тĕрлĕ вăйăсем хуçаланчĕç праçникре. 91 çула çитнĕ Клавье аппа «Тăлăх хĕр юрри» юрларĕç 86 çулхи Таиç аппапа пĕрле. Вĕсен юррине итлесе килентĕмĕр. Уява пынă ватă çынсем хăйсен юратнă юррисене юрласа савăнчĕç.

Малалла вара пире, ватăсене, вĕри чĕйпе, ăшă кукăльпе хăналарĕç. Çак уява йĕркелесе пире чысланăшăн эпир, ялти ватă çынсем, Культура çурчĕн заведующине Г.Ивановапа Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Данилова, артистсене тав сăмахĕ каласа салантăмăр. Çапла вăл - ватă çынна нумай та кирлĕ мар, ăшă сăмах илтни те теме тăрать.

Аслă Чак ял тăрăхĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ Аслă Чак ял тăрăхĕнче тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулнă. 9 сехет те 30 минутра Çĕнĕ Мăнтăрти Культура çуртĕнче пуçламăш классенче вĕренекенсем ваттисем валли концерт лартса панă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Ухин пухăннисене уявпа саламланă, пенси реформин çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарнă. 11 сехетре Аслă Чакри библиотекăра ял тăрăхĕнчи ветерансен Канашĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Библиотека заведующийĕ Е.Ухина ватăсемпе викторинăпа тĕрлĕ конкурссем ирттернĕ. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçнĕ. 13 сехетре Атнашра, 14 сехетре Пĕчĕк Енккассинче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, библиотека, фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕсем пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă.



07 октября 2009
00:00
Поделиться