Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Техникăна упрама лартма вăхăт

Уй-хирти кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсемпе, сеялкăсемпе тата ытти техникăпа усă курмалли вăхăт иртрĕ. Çавăнпа вĕсене упрама лартмалла. Пушаннă техникăна упрама лартиччен чи малтанах тасатмалла, тутăхакан пайсене çу сĕрсе ятарлă подставкăсем çине лартмалла е ангара кĕртмелле. Çавăн пекех сăнчăрсемпе гидрошлангсене илсе упрама хумалла. Асăннă ĕçсене сивĕсем пуçланиччен пурнăçласан питех те аван. Çакăншăн хуçалăхсен руководителĕсем, специалистсем яваплă пулса тăраççĕ. Ял хуçалăх техникипе ĕçленĕ механизаторсен те хăйсен çинчен яваплăха сирмелле мар.

Ял хуçалăх техникине упрама лартас тĕлĕшпе районта ятарласа комисси туса хатĕрленĕ. Вĕсем кашни ял тăрăхĕсене графикпе тухса çÿрĕç.



07 октября 2009
00:00
Поделиться