Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Анне - чăваш чĕлхинче чи çепĕç сăмах

Юлашки çулсенче чăваш чĕлхипе интересленекенсен йышĕнче ют çĕршыв ăсчахĕсем пулни пĕр савăнтарать те, пĕр тĕлĕнтерет. Маларах, СССР пулнă чухне, пирĕн чĕлхепе венгрсем ытларах кăсăкланатчĕç (ара, вĕсен ват аслашшĕсем шăпах хальхи чăваш çĕршывĕн çĕрĕсенче пурăннă вĕт!). Тăванла ытти халăх - казах, азербайджан, тутар, пушкăрт тĕпчевçисем чăваш сăмахĕ пирки статьясем çеç мар, кĕнекесем те пичетлерĕç. Чикĕсем уçăлсан, Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăх кун-çулĕпе, чĕлхе-сăмахлăхĕпе интересленме майсем ирĕкленчĕç. Хамăрăн сăмаха та чикĕ урлă каçарса ют çĕршывсенче калама ученăйсем те, артистсем те, спортсменсем те, преподавательсемпе вĕренекенсем те, турист путевкипе çÿрекенсем те пултараççĕ. Чару çук. Эпир те ют çĕршыв çыннисемшĕн интереслĕ иккен. Мĕнпе-ха? Паллах, чи малтан, чĕлхепе, чăваш сăмахĕпе. Унтан йăла-йĕркепе, юрă-ташăпа, тум-юмпа, ял-хулапа, урам-çуртпа, уй-хирпе, шыв-шурпа, вăрман-катапа... Каласа та пĕтереймĕн. (Экономикăри çыхăнусене те шута илĕпĕр). Акă пирĕн Республикăна Турци, Пăлхар, Германи, араб, АПШ, Китай ученăйĕсем килсе çÿреççĕ. Вĕсене пирĕн чĕлхен хăйне евĕрлĕхĕ илĕртет-мĕн. «Хыпар» хаçатра Китайран ятарласа чăвашла вĕренме килнĕ пĕр ăсчахăн интервьюне пичетленĕччĕ. «Чăваш чĕлхи калама çук илемлĕ. Питĕ çепĕç. Икĕ чăваш калаçăвне итлесен хамăр чĕлхен ытарайми сасне илтнĕнех туйăнать», - тет Китай çынни.

Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕрет. Пĕр шутласан, эпир тутарла, пушкăртла, кăркăсла, казахла, туркменла, якутла çăмăллăнах калаçмалла пек. Çук çав, пултараймастпăр. Чĕлхери чылай пĕрпеклĕх пур пулин те, тăванла халăхсен калаçăвĕ пирĕншĕн ют. Тутар тесен вăл пушкăртпа та, турккăпа та пĕр чĕлхе тупаять, эпир - çук. Тĕрĕк йышне кĕрекен халăхсен чĕлхин янăравлăхĕ хытăлăхпа палăрса тăрать пулсан, чăваш чĕлхи - çемçелĕхпе. Халăхăмăр кун-çулне тĕпчекенсем çапла палăртаççĕ: чăвашсем хальхи вырăнта тĕпленсе пурăнма пуçличченхи тапхăрта - Пысăк миграци, Кĕмĕл Пăлхар, Атăлçи Пăлхар - тĕрĕк халăхĕсенчен маларах куçа-куçа çÿренĕ. Çавăнпа çут çанталăк тĕнне те, чĕлхен пирвайхи сăн-сăпатне те упраса хăварайнă. Якутсемсĕр пуçне ытти тĕрĕксем мăсăльман тĕнне йышăнни те, ахăртнех, вĕсене пĕр пекленме май панă. Хусан, Симĕс айлăм, Çÿллĕ ту енчи ялсем темиçе ĕмĕр каялла йăлтах чăвашла пулнă вĕт. Халĕ, курăсăн, вĕсенче чылайăшĕ тутара тухнă е вырăсланнă. Çавăн пек пулăма ăслă чăваш И.Я.Яковлев питĕ лайăх ăнланнă: чăвашсем ялĕ-ялĕпе ислам тĕнне йышăнса халăх пулма пăрахаççĕ, вĕсене сыхласа хăварма, çутта кăларма çырулăх кирлĕ! Темле çĕнĕ япала, çĕнĕ çырулăх та шухăшласа кăларман вĕт. Хатĕр алфавитра (кириллица) чăваш калаçăвĕн уйрăмлăхĕпе çыхăннă сасăсене çеç тĕрĕс палăртмалла. Чăн чăваша çав сасăсене тĕрĕс уйăрма çăмăлах пулман ĕнтĕ, çавăнпа Иван Яковлевича вырăс çынни В.Белилин пулăшать. Чăваш калаçăвĕнче ытти сасăсемпе пĕрлех ă, ĕ, ÿ, ç сасăсем пуррине палăртать. Миçе чăвашпа пуплемен-ши, миçе чăвашла юрă, халап итлемен-ши çак харсăр студент! Хăйĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пулас Просветителе каласа ăнлантарать. Çапла ĕнтĕ çĕр çул ытла чăваш çынни тăван чĕлхепе кĕнеке вулать.

Тăван чĕлхемерĕн çÿпçи калама çук тарăн та пуян. Н.И.Ашмарин словарĕнче 40 пин ытла сăмах. Калаçура эпир 2-3 пин, çырура унтан та сахалтарах сăмахпа усă куратпăр. Чĕлхери сăмахсен йышĕ ÿсессипе чакасси тĕрлĕ сăлтавсенчен килет. Çакă паллă: ăçта чĕлхене хисеплеççĕ, вăл тата ĕлккенленсех, чечекленсех пырать.

Тăван чĕлхемĕрĕн хăвачĕ, пархатарĕ нумай тĕслĕхре яр уççăн курăнса тăрать. Шел пулин те, эпир юлашки вăхăтра тăван чĕлхене вĕрентмеллине, ăна чăнах сума сумаллине педагогикăра çĕнĕ чăнлăх тупнă пек калаçма пуçларăмăр. Çакна центрти тата вырăнти пичетре тухакан статьясем те лайăх кăтартаççĕ. «Эппин, чăнах та, чун хĕлхемĕ сÿнмен-ха, тăван чĕлхемĕршĕн кулянакансем те пур-ха», - тесе шухăшлатăп хăш чухне.

Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхемĕре упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш çĕр çинче сыхланса юлайĕ, чăваш чĕлхи те ытти чĕлхесенчен кая пулмĕ, тенĕ вăл. «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет», - ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ учителĕмĕрĕн.

Анчах яланах асра тытатпăр-и-ха пĕтĕм тĕнче сума сăвакан Вĕрентекенĕмĕр сăмахне?!

Çынпа çын хушшинчи ырă çыхăнусем, ырă туйăмсем яланах тăван сăмахпа çыхăннă: тăван кил, тăван анне, тăван çĕршыв... Ачасене мĕн пĕчĕкренех тăванлăха хисеплеме вĕрентмелле. Хăй чĕлхине хисеплеме хăнăхнă çын нихçан та тепĕр чĕлхене хурласа калаçмасть. Пĕр чĕлхепе тăрăшса вĕренекен тепĕр чĕлхене хурласа калаçмасть. Пĕр чĕлхене тăрăшса вĕренекен тепĕр чĕлхене хăвăрт ăнланакан пулать.

Пĕр чĕлхе - ăс, ик чĕлхе - ик ăс... Хăшĕсем чăвашла вĕренни вырăсла вĕренме чăрмантарать, теççĕ. Чăваш чĕлхин çемçелĕхĕ хăратать вĕсене. Акцент тени питĕ палăрать имĕш. Пытармăпăр, чăнлăх та пур пулĕ çакăн пек шухăшлавра. Çапах та пĕтĕм тĕнчипе паллă ентешĕмĕрсем А.Г.Николаев, Г.Н.Волков калаçăвĕсенче чăвашлăх палăрни вĕсем вырăс чĕлхине е ытти чĕлхесене начар пĕлнине пĕлтерет-и вара; Чĕлхе пĕлни никама та, нихăçан та хур туман, чăрмантарман.

Чĕлхемĕрте сăмахсен йышĕ питĕ нумай, терĕмĕр. Çав сăмахсемпе хăв шухăшна ытарлăн та илемлĕн калама пулать. Чĕлхене пĕлмен çын çеç «ку чĕлхе питĕ чухăн, унпа нимле ăслă шухăш та калаймăн» тесе кĕлмĕçленме пултарать. Ку каллех хăй вăхăтĕнче тăван чĕлхене хисепе хуманнинчен килчĕ пулмалла. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси самаях йăвашланнăччĕ пĕр тапхăр. Халĕ тăван чĕлхемĕре никам та ура хумасть. Çав вăхăтрах тăван чĕлхе хисепĕшĕн нимех те туманни ура хунинчен те япăхрах пулĕ. Кăна хамăр çĕршывăн аталанусăр тапхăрĕ лайăх кăтартрĕ. Халăх культури «пуш валашка» патне çитсе тухас патнех çитменччĕ-и-ха;!

Чĕлхе тымарлăхĕ питĕ аслă. Вăл халăх пурнăçĕн пур енне те сыпăнтарса тăрать: историне те, культурине те, традицийĕсене те, çĕнĕлĕхе те. Чи кирли вара тĕрĕс те йĕркеллĕ, пурнăçа юратакан, гуманизм туйăмĕсемпе аталанни çынна çитĕнтерме пулăшать. Хăй чĕлхинчен сивĕннĕ этемĕн вара гуманизм принципĕсенчен сивĕнесси те часах.

Хамăр чĕлхене хисеплеме пăрахасси патне çитни хамăрăн кăна айăп мар. Ку сиенлĕ пулăм тутарсене те, пушкăртсене те, удмуртсене те, çармăссене те пырса çапнă. Акă, кÿршĕллĕ Тутарстанра тăван чĕлхене шкула, общество пурнăçне тавăрасси пирки калаçаççĕ, ĕçне те тăваççĕ. Паллах, тутарсен майĕсем урăхларах. Çапах та, пирĕн те «Чăваш наци радиовĕ» ĕçлеме пуçлани чăннипех те савăнтарать. Вăхăт çитĕ, тутарсенни пекех пирĕн те тăван чĕлхепе калаçакан телеканал та пулĕ-ха.

Тăван чĕлхен чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри - чĕлхе тасалăхне упрасси. Акă республикăра тĕрлĕ вырăнсенче аннене кашни хăйне евĕрлĕ чĕнет. Вирьялсем апи, ани, апай, апу теççĕ. Анатсем анне тесех калаканччĕ-ха. Хисеплĕ профессорăмăр Н.И.Егоров «Хыпар» хаçатра хăй чăваш ялĕсем тăрăх çÿресе те анне тесе каланине илтмерĕм тет. Пур çĕрте те мама та мамă. Мĕн тăвăпăр, чи çывăх çынна мамă тесе чĕнесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра дворянсем куштанланса хăйсен амăшĕсене «маман» тесе каланă. Вĕсем хыççăн мещенсем «хăваланă». Пирĕн пуплев çапла мещенленсе пырать-ши? Çавăн пекех чип-чипер чăвашла пичче, аппа, кукка, инке тесе калама май пур çĕртех «дядя» та «тетя» тени килĕшÿллех мар ĕнтĕ. Калаçура вырăсла-чăвашла перкелешни культурăлăха кăтартмасть вĕт, чĕлхене çÿпĕленине кăна палăртать. Хамăрăн кил-çурта таса тытма тăрăшатпăр пулсан, чĕлхене мĕн-ма вараламалла. Хамăрăн сăмахсемпех темĕн çинченех хитрен, сăнарлăн калама пулать.

Пулас ăрăва хамăрăн çепĕç те хаклă сăмахсенчен сивĕтес марччĕ. Тăван чĕлхене пĕлни, хисеплени халиччен никама та усал туман. Тăван чĕлхемĕрĕн ăш-пиллĕ сăмахĕсем юхчăр-юхчăр - илемленĕ çеç пурнăçăмăр, халăх ăс-хакăлĕ иксĕлмесĕр пуянланса пырĕ çеç унăн çепĕç сăмах сÿпçипе. Ан хупăнтăрччĕ çеç çав çÿпçе хупăлчийĕ.




16 октября 2009
00:00
Поделиться