Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ÿнер тĕнчине мĕн ачаран иленнĕ

Çывăх вăхăтра районти культурăпа кану центрĕнче Г.Васильевăн пултарулăх каçĕ иртни çинчен вуласан 1977 çул аса килчĕ. Ун чухне Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкулта аслă пионервожатăй пулса ĕçлекен Геннадий Михайлович районти шкулсен тĕрлĕ класĕсенче, вĕренекенсенчен тăракан ушкăна Йошкар-Ола хулине экскурсие илсе кайнăччĕ. Вăл вăхăтрах гитарăпа лайăх калатчĕ пулсан та, ăна музыкçă мар, вĕрентекен пулать пулĕ тесе шутланăччĕ. Апла мар иккен...

Геннадий Михайлович Васильев 1959 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Куславккара çуралнă. 1971 çулта Вăрмар поселокне куçса килнĕ, иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Аслă пионервожатăй пулса ĕçленĕ. 1977-1981 çулсенче Шупашкарти музыка училищинче вокал уйрăмĕнче вĕреннĕ. 1981-1982 çулсенче Шупашкарти Оперăпа театр балетĕнче ĕçленĕ. 1986 çулта Мускаври культура институтĕнче академи хорĕн кафедрине пĕтернĕ. 1986-1996 çулсенче Ессентукири «Сиплĕ çăл куç» санаторире канма килекенсен канăвне йĕркелессипе ĕçленĕ. 1993 çулта «Тинĕс хĕрринчи сасăсем» эстрада юрăçисен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕн лауреачĕ (Сочи хули), 1996 çултан Костромара концерт ĕçĕпе пурăннă. 2008 çултанпа районти Культурăпа кану центрĕн илемлĕх ертÿçи.

Акă эпир Культурăпа кану центрĕнчи Г.Васильевăн ĕç пÿлĕмĕнче. Пĕрремĕш ыйту: «Мĕншĕн-ха музыка»?

- Манăн анне, Мария Ивановна Васильева, мĕн ачаран сăвăсем çырнă. Уçă саслăскер, художество пултарулăх коллективĕсенче юрланă. Эпĕ музыка шкулне çÿремен пулсан та, юрă тĕнчи манпа юнашарах пулнă. Чăн музыка тĕнчи алăкне уçаканĕ вара Александр Сергеев композитор пулчĕ («Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ» тата ытти нумай вилĕмсĕр юрă авторĕ). Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкулта музыка урокĕсене ертсе пынă май, вăл мана асăрхарĕ. «И на Марсе будут яблони цвести» юрра юрланă хыççăн эпĕ чунра малашне кам пулмаллине суйласа илтĕм.

Çывăх пĕлекенсем Сирĕн пурнăçра чылай паллă çынпа тĕл пулма тÿр килнине калаççĕ...

- Ку чăн та çапла. Шупашкарта вĕреннĕ чухне пултарулăха туптама С.Кондратьев профессор нумай пулăшрĕ. Мускав консерваторийĕн профессорĕпе В.Титовпа тĕл пулни те тарăн йĕр хăварчĕ. Валентина Толкунован вĕрентекенĕ пулнă май, паллă юрăç ун патне час-часах килсе çÿретчĕ, çавăн чухне унпа паллашрăмăр та. Пĕрле вĕреннисенчен чылайăшĕ халĕ музыка тĕнчинче паллă çынсем: А.Пилявин «Квартал» ушкăн ертÿçи, Ю.Чайка-композитор-юрăç, А.Зайцев «Машина времени» ушкăнра клавишник...

Ессентуккире ĕçленĕ чухне паллă кулăш ăстипе Лион Измайловпа паллашрăм. Ытларах «Аншлаг» передача урлă пĕтĕм çĕршыв пĕлекен Светлана Рожковапа та (вăл Кисловодск хулинчен) унтах çывăхлантăм, пĕр сцена çине те пĕрре кăна мар тухнă. Халĕ чылай кулăш ăсти валли интермедисем çыракан А.Цапиков писательпе туслă пулнă.

- Кусем пурте çĕршывĕпе паллă çынсем. Хăвăрăн çитĕнÿсем пирки мĕн калама пултаратăр?

- Манăн тĕп ĕç концертсем ирттересси пулнă, юрăсем те çырнă, май килнĕ таран тĕрлĕ конкурссене те хутшăннă. Чи пысăк çитĕнÿ - Сочи çывăхĕнчи Дагомысра иртнĕ эстрада юрăçисен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕнче лауреат ятне тивĕçни.

- Эсир Культурăпа кану центрĕнче илемлĕх ертÿçи пулнисĕр пуçне продюссер ĕçĕпе ĕçлени çинчен те илтнĕ.

- Çапла, эпĕ эстрадăпа цирк искусствисене аталантарас енĕпе ĕçлекен продюссер центрĕн генеральнăй продюссерĕ. Тĕп тĕллев - ялсенчи пултаруллă çамрăксене тупса палăртса вĕсене аталанма майсем туса парасси. Кăçал çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май, республикăри ялсенче талантлă эстрада юрăçисене палăртас тĕллевпе конкурс ирттеретпĕр. Суйлав турĕсем ноябрьте иртĕç, декабрь уйăхĕнче Шупашкарта финал - гала-концерт - пулĕ. Пирĕн район чысне унта Çĕнĕ Кинчер хĕрĕ, халĕ Чăваш ял хуçалăх академийĕн 1-мĕш курс студентки Оля Андреева хÿтĕлĕ. Январь-май уйăхĕсенче çак концерт программипе районсенче пурăнакансене паллаштарăпăр.

- Хăвăрăн пултарулăх каçне мĕнле сăлтавпа йĕркелес терĕр.

- Октябрĕн 23-мĕшĕнче Культурăпа кану центрĕнче иртекен концерт - манăн хамăн пултарулăх ĕçĕнчи пĕтĕмлетÿ. Унта хамăн пĕрле ÿснĕ тус-юлташсем пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ, паллă-иллюзионист В.Азам, А.Михайлова эстрада çăлтăрĕ, каярах паллашнă, анчах маншăн пĕрре те кая мар хаклă хамăр ентешсем, паллă юрăçсем В.Михайловапа В.Александров тата ыттисем хутшăнĕç. «Легион 21» ушкăн вара концертăн тĕп шăнăрĕ пулĕ.

Пирĕнтен ик сăмах кăна: ăнăçу пултăр.



21 октября 2009
00:00
Поделиться