Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Диспансеризаци тухни хамăршăн

«Сывлăх пурлăхран хаклă», - текен ваттисен сăмахĕ паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Çавăнпа та районта пурăнакан кашни çыннăн çулталăкра пĕр хутчен хăйĕн сывлăхне районти тĕп больницăн поликлиникинче тĕрĕслеттермелле. Чире вăхăтра тупса палăртсан сывалма та çăмăлтарах.

«Сывлăх» наци проектне пурнăçа кĕртни сывлăха сыхлас ĕç кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатма май пачĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал пирĕн республикăра пурăнакан халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ чирĕсене тупса палăртас тата вĕсене сиплес тĕлĕшпе хушма диспансеризаци ирттерме палăртнă. Çак ĕçе пурнăçлама обязательнăй медицина страхованин федераллă фондĕнчен чылай укçа-тенкĕ уйăрнă.

Пирĕн районта кăçал 474 çын диспансеризаци тухмалла пулсан, 9 уйăхра 348 çын хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттернĕ. Çакă 73,4 процентпа танлашать.

Çын сывă е чирлине пĕлме 4 ушкăн палăртнă. Пĕрремĕш ушкăна сывă çынсем кĕреççĕ. Диспансеризаци тухнă 348 çынран 79-шне сывă тесе палăртнă. Иккĕмĕш ушкăна чирлес хăрушлăх пуррисем кĕреççĕ. Вĕсем пурĕ 7 çын. Виççĕмĕш ушкăна хушма тĕрĕслевпе сиплев кирлĕ çынсем кĕреççĕ, вĕсем пурĕ 253 çын шутланаççĕ. Стационар пулăшăвĕ кирлисем - 11 çын. Медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвĕпе сиплев илес текенсем 2 çын шутланаççĕ.

Районти предприятисемпе организацисенче вăй хуракансенчен чылайăшĕ сывлăхĕсене районти тĕп больницăн поликлиникинче тĕрĕслеттерет. Ку енĕпе районти пенси фончĕ, казначейство уйрăмĕ, «Росгосстрахăн» Вăрмарти страхлакан уйрăмĕ активлă пулнине палăртмалла. Ял тăрăхĕсенче вăй хуракан специалистсене те диспансеризаци тухма ыйтатпăр. Анчах та хăшĕ-пĕрисем ку тĕрĕслев витĕр тухма васкамаççĕ. Акă Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче вăй хуракан специалистсен графикпе май уйăхĕнче диспансеризаци тухмалла пулнă, анчах та вĕсенчен пĕри кăна сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Çавăн пекех Вăрмар хула тăрăхĕнче вăй хуракан специалистсем те сывлăха тĕрĕслеттерме васкамаççĕ. Сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттерни хăвăршăн усăллă. Çавăнпа та вăхăта тăсмасăр диспансеризаци тухни вырăнлă.




21 октября 2009
00:00
Поделиться