Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Грант çĕнсе илнĕ

Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн министерстви тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн килĕшĕвĕпе вак тата вăтам предпринимательлĕхе, хресчен (фермер) хуçалăхне аталантарма Вăрмар районне 600 пин тенкĕ грант панă. Çак патшалăх пулăшăвне «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă общество «Сийлĕ печени кăларакан производство валли хушма оборудовани илесси» бизнес-проектшăн (300 пин тенкĕ) тата «Агросельсервис» ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен производство кооперативĕ «Ял хуçалăх сервис центрне йĕркелесси» бизнес-проектшăн 300 пин тенкĕ илнĕ.

Иккĕшĕшĕн те питĕ вырăнлă та вăхăтлă хушма пулăшу ку. Ĕçлекен çын укçа шутлама та, унпа ăçта тухăçлă усă курмаллине те пĕлет. Эппин, «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă общество тата ытларах техĕмлĕ те тутлă печени кăларĕ, «Агросельсервис» ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен производство кооперативĕ те курăмлă ĕçсем пурнăçлĕ.



21 октября 2009
00:00
Поделиться