Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ

Пирĕн районта нумай хваттерлĕ çурт-йĕрсене капиталлă юсав ĕçĕсем тăвасси кал-кал пулса пырать. Ку енĕпе иртнĕ кунсенче ятарлă комисси тĕрĕслÿ ирттернĕ. Ĕçлĕ ушкăна райадминистрацин представителĕсем, подряд организацисен яваплă çыннисем кĕнĕ. Хальхи вăхăтра 42 çурта капиталлă юсав ĕçĕсем тăваççĕ. Ăна «Гидропромстрой», РМ «Стройсервис», «Минстрой», «Партнеры», «СОФ ЛВС – Строй», ПКФ «Дизайн - Строй», «Монтажхимзащита», «ГидроПромСтрой», «НИП Строй» тулли мар яваплă обществăсем, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерлă хупă общество, Куславккамежрайгаз» филиалĕн Вăрмарти газ участокĕ, «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти пурнăçлаççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕм финанс çăл куçĕсенчен 27899386 тенкĕ уйăрнă.

Тĕрĕслÿ пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ 31 çурта йышăннă. Вĕсен çивиттисене витнĕ, инженери коммуникацисем кĕртнĕ. Ку ĕçсене энергие перекетлекен технологине тĕпе хурса пурнăçланă. Комисси подряд организацийĕсем ĕçе пахалăхлă тунине палăртнă.




21 октября 2009
00:00
Поделиться