Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни ыйтăвĕ вăхăт ыйтнипе çуралнă

Райадминистрацин ларусен залĕнче иртнĕ Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ларăвне район пуçлăхĕн заместителĕсем, пайсен начальникĕсемпе секторсен заведующийĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç. Ларăва район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пычĕ, сăмах каларĕ.

Лайăх çулпа çÿреме аван, тенĕ пек вырăнти çул-йĕре тытса тăрас, юсав ĕçĕсем тăвас çĕрти укçа-тенкĕ ыйтăвĕсем çинчен пычĕ чи малтанах калаçу. Çакăн пирки райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов тухса калаçрĕ. Ятарласа çул-йĕр ыйтăвĕсене татса парассипе уйăрнă укçа-тенкĕпе туллин усă курмалли тата уйрăм ял тăрăхĕсенче ку енĕпе ĕçсем еплерех пыни çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ Александр Иванович.

Кĕрхи призыв пуçланнă май ку ыйтупа Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи çар ĕç комиссариатĕнчи М.Пуклаков подполковник тухса калаçрĕ. Чи малтанах çар ĕç комиссариатĕнчи улшăнусем çинчен кăштах чарăнса тăчĕ. «Çар комиссариатне пымалли çинчен панă повестка çĕршыв саккунĕсемпе килĕшсе тăракан документ. Пĕлтернĕ пулсан, палăртнă вырăна яваплăха туйса çитмелле. Чылай ял тăрăхĕсенче çакна пурнăçласси çине сÿрĕккĕн пăхаççĕ», - терĕ Михаил Анатольевич. Хăш ял тăрăхĕнче ку енĕпе еплерех ĕçлени пирки тĕслĕхсем илсех кăтартрĕ: пĕрисене ку енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн ырларĕ, хăшĕсене, ĕçĕсене йĕркеллĕ тытса пыманшăн, ятранах каласа асăрхаттарчĕ. Çавăнпа та çара кайма хатĕрленекен çамрăксемпе пурин те пĕрле ĕçлемеллине, Тăван çĕршыва сыхласси хисеплĕ те яваплă пулнине çирĕплетсех каларĕ вăл.

Районта мĕнле ĕçсем пулса пыраççĕ - пурте тенĕ пекех ытларах укçа-тенкĕпе çыхăннă.Çавăнпа та пулĕ Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенче кăçалхи 9 уйăхра бюджетпа еплерех усă курса пыни пирки райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова паллаштарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа паянхи кунччен укçа-тенкĕ тăкакĕсемпе тупăшĕсем пирки тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ Альбина Васильевна. Тĕрлĕ налуксем пуçтарас ыйтăва та хускатрĕ вăл. Ку енĕпе Пысăк Енккасси, Чупай, Аслă Чак, Кĕлкеш, Пинер, Кавал ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен самаях пичĕсене хĕретме тиврĕ. Çĕршĕн тата ыттишĕн те налук пуçтарасси е тÿлесси мĕн авалтан тавлашуллă пулнă пулсан, ку ыйту халĕ те çапла пулас. Çакна тапратсан ларăва пуçтарăннисем шавлама пуçларĕç, хăшĕсем кăмăлсăрланчĕç, вĕсен тĕрлĕрен ыйтусем пулчĕç. Кама мĕн интереслентерчĕ. Бюджет ыйтăвĕ яланах актуаллă пулнă, вăл нихăçан та пĕтмест пулас. Райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи, çĕрпе пурлăх пайĕнчи çĕрпе пурлăх секторĕн заведующийĕ И.Андрееван та калаçăвĕ çĕрпе усă курнăшăн тата аренда налукĕсене пуçтарасси пиркиех пычĕ. Çавăн пекех вăл çĕр пайĕсене регистрацилесе учета тăратмалли пирки тата çĕрпе тухăçлă та тĕллевлĕ усă курмалли çинчен чарăнса тăчĕ.

Уйрăм кил хуçалăхĕсене пулăшас тĕллевпе кредитсем парасси пирки Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерствин ял хуçалăх производствине пулăшу парас енĕпе ĕçлекен пирĕн районти специалисчĕ В.Ефремова тухса калаçрĕ. Ку енĕпе Вăрмар хула, ял тăрăхĕсенче мĕнле ĕçсем туса ирттермелли тата кредит илес текенсене пулăшас пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ Виолетта Борисовна. Кредит илес текенсене кирлĕ хутсем панă чухне саккуна çирĕп пăхăнмаллине те аса илтерчĕç. Ларăва хутшăннисене тĕрлĕрен ыйтусем кăсăклантарчĕç. Кредит илнĕ вăхăтра çĕр ыйтăвĕсемпе тĕрлĕрен ыйтусем килсе тухсан райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи, çĕрпе пурлăх пайĕнче яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕç.

Ларура ытти тĕрлĕ ыйтусене те хускатрĕç. Тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.



21 октября 2009
00:00
Поделиться