Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Куçтанка йăхĕ

Кивĕ Вĕренерти Куçтанка йăхĕ ялта чи çирĕп те йышлисенчен пĕри шутланать. Эпĕ те çав йăхранах. XIX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Кĕçтенкипе унăн мăшăрĕ Лукери пулнă. Лукери 1821 çулта çуралса 96 çула çитиччен пурăнни паллă. Вĕсен сакăр ача пулнă, çавсенчен пĕри, Михеле, манăн аттен ашшĕ. Кĕçтенкин ашшĕ те Кĕçтенки ятлă пулнăран хушамачĕ Константинов пулнă. Куçтанка хушма ят та Кĕçтенки ятран тухнă. Аттен ашшĕ Михеле пулнăран ачисем Михайлов хушаматлă пулса юлнă. Михеле 1859 çулта çуралнă, 1914 çулта вилнĕ. Унăн мăшăрĕ Плаки 1858 çулта кун çути курнă. 99 çула çитсен, 1957 çулта, çĕрĕ кĕнĕ. Вĕсен 7 ача çуралнă. Чи кĕçĕнни, Праски, 3-4 çултан вилнĕ, ыттисем ÿссе çитĕнсе çемьеллĕ пулнă.

Аслă ывăлĕ, Элекçей, 1885 çулта çуралнă, Патша вăрçине хутшăннă. Унăн малтанхи арăмĕ, Марфа 4 ача çуратнă, çамрăклах чирлесе вилнĕ. Иккĕмĕш арăмĕ Матĕрне (1892-1973 ç.ç.) 5 ача çуратнă. Иккĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ, халĕ кĕçĕн ывăлĕ 79 çулхи Коля, пурăнать. Элекçейĕн ачисем Алексеев хушаматпа çÿрерĕç. Аслă ачи Марье ĕмĕрĕпех колхоз ферминче дояркăра ĕçлесе чапа тухрĕ, орден илме тивĕçлĕ пулчĕ. Качча кайман. 79 çула çитсе çĕре кĕчĕ. Иккĕмĕш ачи Илюш районта паллă çын пулнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе икĕ хут Республика чемпионĕ пулчĕ, хаçатсене статьясем нумай çырчĕ, ялшăн нумай тăрăшрĕ. Вăл та 79 çула çитсен, 2003 çулта, вилчĕ. Кĕçĕнни йăхран уйрăлса каяс мар тесе хушаматне Михайловпа улăштарчĕ.

Михелен иккĕмĕш ачи - Краççи ятлă пулнă. Вăл ача чухнех суккăрланса юлнă та тĕп килте тăванĕсен ачисене пăхса пурăннă. 1889 çулта çуралнăскер 90 çула çитсен çĕре кĕнĕ.

Виççĕмĕш ачи Петĕр 1893 çулта çуралнă, 1947 çулта йывăр чире пула вăхăтсăр çĕрĕ кĕчĕ. Патша çарĕнче гусар пулнă. Çав тумпа шашка çакса тăван яла килсе кайнă. Атте каланă тăрăх, ун тумне, шашкине курса Кавал пасарĕнчи халăх ун çине пăхса тĕлĕннĕ. Революци хыççăн Хĕрлĕ Çарта 2-мĕш арми штабĕнче писарь пулнă, питĕ хитре çырма пĕлнĕ.

Тăваттăмĕш ачи ман атте - Павăл, ун пирки сăмах каярах пулĕ.

Пиллĕкмĕш ачи Матĕрне 1900 çулта çуралнă. Ялти Дмитриев Элекçейпе пĕрлешсе виçĕ ача, икĕ хĕр те пĕр ывăл çуратнă. Упăшки 1942 çулта Смоленск патĕнчи çапăçура вилнĕ. Аслă хĕрĕ Наçтаç, 85 çула çитсе, кăçал çĕре кĕчĕ. Ывăлĕ, асли 1927 çулта çуралнăскер, Яппун вăрçинче пулнă, çĕре кĕнĕ, кĕçĕнни, Аля, дояркăра чапа тухса икĕ орден та илме тивĕçлĕ пулнă. Пенсие тухсан нумай пурăнаймарĕ çĕрĕ кĕчĕ.

6-мĕш ачи, Çтаппан, 1902 çулта çуралнă. Колхозсем пуçлансан ялта пĕрремĕш председатель пулнă. Чире пула вăрçа лекеймен, ялта ĕçлесе пурăннă, 67 çулта чирлесе вилнĕ. Арăмĕпе (Маххапа) сакăр ача çуратса ÿстернĕ, вĕсенчен иккĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ, аслă ывăлĕ Микуç арманçă, 73 çула çитсе вилнĕ. Махха хăй те 1992 çулта 88 çула çитсен çĕре кĕнĕ.

Халĕ Çтаппанăн пилĕк ачи пурăнать. Ман атте, Михайлов Павел, 1896 çулта çуралнă, 1915 çулта Патша вăрçинче çапăçма пуçланă. 1917 çул çулла хура тинĕс çывăхĕнчи çапăçусем вăхăтĕнче 100 çынтан икĕ çынна отпуска ямалли приказ пулнă. Пĕр отпускĕ шăпапа аттене лекнĕ. Киле икĕ уйăхран тин çитнĕ. Çав вăхăтра революци пулса иртнĕ. Ялта виçĕ эрне пурăннă та хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă. 5-мĕш арминчи (командирĕ Тухачевский) 27-мĕш дивизири 242 полкра çапăçнă. Полк командирĕ Степан Вострецов - 4 хутчен Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ, Граждан вăрçин паттăрĕ. Атте полкра разведчиксен ушкăнĕнче пулнă, виçĕ çул хушшинче 6 хутчен аманнă. Киле 1921 çул пуçламăшĕнче таврăннă. Выçлăх çулĕ пулнăран Мускава ĕçлеме кайнă та килтисем валли апат-çимĕçсем илсе килсе панă. Атте каланă тăрăх, вăл вăхăтра Мускавра Пантелеев банди хытă хăратнă халăха. Аттене шалти ĕçсен пайне ĕçлеме те чĕннĕ иккен, анчах вăл 1927 çулта яла таврăннă. Кÿршĕ ялти хĕре улахра курнă та ăна мăшăр пулма ыйтнă. Çапла пурăнса кайнă, çичĕ ача çуратнă. Виççĕшĕ 30-мĕш çулсенче пĕчĕклех вилнĕ. Кĕçĕнни, Павăл, çирĕм çул каялла вилнĕ, халĕ икĕ аппа, эпĕ пурăнатпăр. Атте ялта хисеплĕ çынсен шутĕнче пулнă. 1942 çулта Аслă вăрçа кайнă та вăрçă пĕтичченех çапăçнă, киле 1945 çулта авăн уйăхĕнче килнине хам та астăватăп. Ял канашĕн депутачĕ, ревизи комиссийĕн председателĕ пулнă. Колхозра ĕçленĕ, виличченех ялта пурăннă. Виçĕ вăрçăра çапăçнине шута илсе, уявсене шкулсене чĕнетчĕç. Парти райкомĕн 1-мĕш секретарĕ сăмавар тата кĕпе парнеленĕччĕ. Атте 91 çула кайсан 1986 çулта çĕре кĕчĕ. Виçĕ вăрçă витĕр тухнисем пирĕн ялта вĕсем Кашкăр Якурĕпе иккĕн анчах пулнă. Граждан вăрçинче вĕсем пĕр ротăра пулнă, атте ăна вилĕмрен пĕрре мар çăлса хăварнă. Якур пичче шывра ишме пĕлмен иккен, каялла чакнă чухне шыв урлă каçма яланах атте пулăшнă. Вăрçă хыççăн хĕллехи каçсенче пирĕн патне кÿршĕсем ачисемпе пырса ларатчĕç, аттерен вăрçă çинчен каласа кăтартма тилмĕрсех ыйтатчĕç. Малтан каласшăн марччĕ, вара хĕрсе каятчĕ те чарăнаймастчĕ, пурте çăвар карсах итлетчĕç. Граждан вăрçинче Колчак çарĕпе çапăçнă чухне темĕнле пăтăрмахсем те пулнă иккен. Фронт линийĕ ăçта пулнине те пĕлме йывăр пулнă. Полкран малта разведчиксен ушкăнĕ ял, хуласем кам аллинче пулнине уçăмлатса пынă. Атте каланисене чылайăшне халĕ те астăватăп: «Пушкăрт çĕршывĕнче пирĕн района пĕр ялта шуррисем çавăрса илчĕç. Ункăна татса çапăçупа тухрăмăр, çур рота вилсе юлчĕ. Хамăрăннисене çур кунран тин шыраса тупрăмăр. Аслă офицерсем пире стройпа тăратрĕç те тустарма пуçларĕç. «Мĕншĕн чакма приказ памасăр яла шуррисене панă». Ротăран юлнă хĕрĕх çынран сахалтарах ушкăнран кашни вуннăмĕш çынна стройран кăларса виçĕ çынна персе вĕлерчĕç хамăр умрах. Эпĕ саккăрмĕш пултăм, шутланă чухне тар тухса кайрĕ.

Кун пеккисем çинчен ниçта та çырман ĕлĕк, калама та хăрушă пулнă. Атте хăй те: «Чарăнаймарăм, çынна каласа ан çÿрĕр», - тетччĕ. Кун йышши синкерсем граждан вăрçинче сахал мар пулнă атте пурнăçĕнче. 60-мĕш çулсен вĕçĕнче 12 тенкĕ пенси илетчĕ, каярахпа 28 тенке çитрĕ. Уншăн та савăнатчĕ. Вун-вун тĕрлĕ налук тÿлесе асапланнă çыншăн çакă та телей пек туйăннă ĕнтĕ. Çакăн пек вăл пирĕн Куçтанка йăхĕ, темле йывăрлăх витĕр тухсан та пуçа усман, усмастпăр та, малаллах ăнтăлатпăр.



21 октября 2009
00:00
Поделиться