Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вак предпринимательлĕхе - анлă çул

Экономика аталанăвĕн тĕп резервĕсенчен пĕри вак предпринимательлĕх аталанăвĕ шутланать. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вак тата вăтам предпринимательсен шутне юридици сăпатĕнче тăракан 105 çын тата уйрăм çын предпринимательсем 681 кĕреççĕ.

Пирĕн районта вак бизнес çулран-çул аталанса пырать. Çавна май ĕç вырăнĕсем те хушăнсах пыраççĕ. Продукци туса кăларасси, вĕсен ассортименчĕ, тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем парасси ÿсет. Районти предприятисемпе организацисенче, социаллă сферăра хальхи вăхăтра 4951 çын тăрăшса вăй хураççĕ. Вĕсенчен 1878 çын вак бизнесра тăрăшать. Çакă 37,5 процентпа танлашать. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан 51 çын ытларах.

Кăçалхи 9 уйăхра пĕчĕк тата вăтам бизнес сферинче тата хушма ĕç вырăнĕ 64 йĕркеленĕ. Акă çăкăр пĕçерекен ял хуçалăх производство кооперативĕ «Харитон» - 10, «Родник» тулли мар яваплă обществăн лавккинче (Шăхаль ялĕ ) - 1, «Никиша» тулли мар яваплă обществăн лавккинче (Тикаш ялĕ ) - 2, машинăсем çăвакан пункт - 1, «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă общество - 14, «Труд», «Аурат», «АРС» тулли мар яваплă общество - 33, Белов уйрăм çын предприниматель 3 ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра уйрăм çын предпринимательсем 38 шутланаççĕ.

Ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе 47 предприяти ( кунта ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кĕреççĕ) тăрăшать. 5524 гектар çĕр çинче тухăç хресчен (фермер) хуçалăхĕсем туса илеççĕ. Промышленноç таварĕсем туса кăларассипе пĕчĕк тата вăтам бизнесри предприятисем - 19. Пĕчĕк тата вăтам предприятисен шутĕнчи ваккăн тавар сутассипе тата обществăлла апатлану предприятисем 24 ĕçлеççĕ. Тÿлевлĕ пулăшу парассипе тата ытти енĕпе 13 предприяти тăрăшать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта хăйсем туса кăларакан продукцин калăпăшĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 25 процент ÿснĕ. Вăл 101,0 миллион тенкĕпе танлашнă. Пĕчĕк тата вăтам предприятисенче ĕçлекенсен ĕç укçи вăтамран 6400 тенкĕпе танлашать.

2007-2008 çулсенче республикăри «Пĕчĕк тата вак предпринимательлĕхе аталантарма пулăшассин чи лайăх программи» конкурсра çĕнсе илнĕ гранта вак бизнеса аталантарма хывнă.

2009 çулта Вăрмар район администрацийĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма 516,0 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Çавна май пуçласа пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантаракансем валли 2009 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 22-мĕшĕччен районта конкурс ирттернĕ. Тепĕр тапхăрĕ августăн 5-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 4-мĕшĕччен пулнă. Унта 3 предприяти кĕнĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн «Жемчужина» тулли мар яваплă общество, Р.Петрова, И.Владимирова уйрăм çын предпринимательсем тăратнă бизнес-проектсем çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех республикăри конкурса хутшăнса Н.Иванов уйрăм çын предприниматель грант илме тивĕçнĕ.

Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн министерстви тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн килĕшĕвĕпе вак тата вăтам предпринимательлĕхе, хресчен (фермер) хуçалăхне аталантарма Вăрмар районне 600 пин тенкĕ грант панă. Çак патшалăх пулăшăвне «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă общество «Сийлĕ печени кăларакан производство валли хушма оборудовани илесси» бизнес-проектшăн (300 пин тенкĕ) тата «Агросельсервис» ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен производство кооперативĕ «Ял хуçалăх сервис центрне йĕркелесси» бизнес-проектшăн 300 пин тенкĕ илнĕ.

Пĕчĕк предпринимательлĕх ĕçне пуçласа тытăнакансем валли 1256,0 пин тенкĕ пулăшу кÿнĕ.

Харпăр-хăй бизнесне йĕркелесе яма бизнес-плансем хатĕрлеме те тĕрлĕ енлĕ пулăшатпăр. Ку енĕпе тĕрлĕ консультацисем ирттеретпĕр. Пĕтĕмĕшле каласан, районта вак предпринимательлĕхе аталантарма çул уçса паратпăр.



21 октября 2009
00:00
Поделиться