Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тивĕçлисен кĕрхи уявĕ

Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики юлашки темиçе çул хушши районти пур хуçалăхсенчен малтан паллă тăвать. Куншăн тĕлĕнме кирлĕ мар ĕнтĕ - хуçалăх кал-кал ĕçлесе пырать, тупăшĕ те ÿсет. Кăçал та çаплах пулчĕ. Çĕр ĕçченĕсемпе кайăк-кĕшĕк ĕрчетекенсене саламлама район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕ, ял хуçалăхĕпе экологи, çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, ЧР ял хуçалăх министерствин представителĕ В.Ефремова килчĕç.

Чи малтанах сăмах хуçалăх ертÿçи Н.Петров илчĕ. Пухăннисене уявпа саламланă хыççăнах, çак савăнăçлă кун та çынсен чĕрисенче хумхану туйăмĕ çуратакан приватизаци пирки кăштах уçăмлату кĕртрĕ. (Чылай вулакан пирĕн хаçатран пĕлет пулĕ («Хĕрлĕ ялав», октябрĕн 14-мĕшĕ, 105 ") - «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикине çывăх вăхăтра приватизацилеме палăртнă).

- Хам енчен çакна калама пултаратăп, - терĕ вăл. - Уçă акционерлă общество тума палăртнă. Тĕп ыйтусене 5 çынран тăракан директорсен канашĕ татса парĕ, акцисен 100 проценчĕ патшалăх аллинче пулĕ. Çавăнпа та пăшăрханса ÿкмех кирлĕ мар. Унтан Николай Петрович хуçалăхăн 9 уйăхри кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Эпир те хăш-пĕр цифрăсене илсе парасшăн.

Асăннă хушăра хуçалăх 53 миллион ытла тенкĕлĕх тавар туса илсе вырнаçтарнă, çакă пĕлтĕрхи çак тапхăртан 8 миллион тенкĕ ытла, таса тупăш 7 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Çавна май вăтам ĕç укçи те пĕлтĕрхипе танлаштарсан 7100 тенкĕрен 7850 тенке çитнĕ. Çитĕнÿ хуçалăх нумай енлĕ ĕçе пĕлсе те вăхăтра туса пынипе çыхăннă. Тĕрлĕ кайăк-кĕшĕкрен продукци илнисĕр пуçне тыр-пул туса илессипе ăнăçлă ĕçленĕ. Пĕтĕмпе 6 пин тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Кун пекки хальччен пулман-ха. Гектартан илнĕ вăтам тухăç - 32,1 центнер. Хăш-пĕр лаптăксенчен кĕрхи тулă 61 центнер та тухнă. 357 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленĕ. Кăçал кăна Кавал ял тăрăхĕнчи пушă выртакан тепĕр 308 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. 1040 гектар çине кĕрхи тырă (ытларах тулă) акса хăварнă, 1000 гектар çинче çуркунне акмалла. Çĕре кирлĕ пек «апатланса» тăма çак кунсенче кăна 135 тонна удобрени кÿрсе килнĕ.

Кашни япалан икĕ енĕ пур тесе те ахальтен каламаççĕ. Çакăн чухлĕ тыр-пул туса илни пĕр йывăрлăх кăларса тăратнă - ăна упрама хума хуралтăсем çитми пулнă. 1,5 пин тонна тырă йышăнакан склада хута яни те пур йывăрлăхсене татса парайман - нефтебаза склачĕсене арендăна илме тивнĕ. Йĕтеме те реконструкцилес ыйтăва та çывăх вăхăтрах çĕклеме тивнĕ. Туни чăнах та нумай, тумалли те сахал мар, анчах пултаруллă, хăйсен ĕçне парăннă çынсем хуçалăхра ĕçленĕ чухне ÿсмĕсем малашне те пулĕç. Эпир паян пурте уяв тума тивĕç, - терĕ Николай Петрович, уйрăмах палăрнă ĕçченсене хуçалăх ячĕпе грамотăсем парса чысларĕ. Акă вĕсем: Г.Судюков, В.Васильев, А.Николаев, Р.Александрова, Г.Войкова, Т.Степанова, Л.Федорова, О.Александровская, В.Петрова, В. Николаев.

- Эпир «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикипе тивĕçлипех мухтанатпăр. Сирĕн хуçалăх районта кăна мар, республикăра та курăмлă аталанса пыракансенчен пĕри. Акă кăçалхи пĕрремĕш çур çулта патшалăх унитари предприятийĕсем хушшинче эсир чи маттурисем пултăр, - терĕ пухăннисене уявпа саламласа район пуçлăхĕ В.Кириллов. - Кашни ĕçлекен çын пуçне продукци туса кăларнине укçа çине куçарсан яппунсем те кĕвĕçнипе йĕрсе ярĕç.

Пĕрре те ÿстерсе каланă сăмахсем мар: районти пур енлĕ хуçалăхсенче туса илекен аш-какайăн 40 процентне киввăрмарсем параççĕ. Çулталăкра пĕр çын пуçне туса илекен продукци вуншар-вуншар пинпе танлашать. Çывхаракан приватизацишĕн те пăшăрханма кирлĕ маррине каларĕ вăл.

Вячеслав Николаевич производствăра малта пыракан В.Алексеева, Д.Войкова район администрацийĕн Хисеп грамотисене, Н.Алексеевпа С.Архипова Тав çырăвĕсем пачĕ.

Çавăн пекех ЧР Ял хуçалăх министерствин представителĕ В.Ефремова саламларĕ, агропромышленость ĕçченĕсен республикăри профсоюз канашĕн Хисеп грамотисене Л.Малышевана, Г.Алексеева тата М.Дисконтована пачĕ. Уява Шупашкар артисчĕсем концертпа тăсрĕç.



28 октября 2009
00:00
Поделиться