Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çын куççулĕ çĕре ÿкмест

Саккуна хирĕç кайса халăха алкоголь сутнăшăн çирĕп явап тыттарни пирки час-часах çыратпăр, анчах эрехпе суту-илÿ тăвакансем тупăнсах пыраççĕ. Час-часах ку енĕпе совеçе çухатнă граждансем «ĕçлеççĕ». Вĕсем тупăш илес тĕллевпе сăмакун е спиртлă ытти шĕвексем хатĕрлеççĕ, унтан вара йÿнĕ хакпа шала кайнă алкоголизм чирĕпе нушаланакан çынсене сутаççĕ.

Сывлăхшăн сиенлĕ шĕвек сутса ыттисен пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратасси пирки шухăшламаççĕ те.

Раççей Федерацийĕнче спиртлă продукци хатĕрлес тата сутас тĕлĕшпе ĕçлекенсем валли ятарлă требованисем çирĕплетнĕ.

Халăхăн, Раççей гражданĕсен сывлăхне тата пурнăçне сыхлас тĕллевпе патшалăх граждансене сутма спиртлă продукци туса кăларма тата сутма ирĕк памасть. Раççей Федерацийĕн 1995 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче кăларнă «Алкоголь спирчĕ тата спиртлă продукци туса кăларассине тата унпа суту-илÿ тăвассине патшалăх енчен йĕркелесе тăрасси çинчен» саккунĕн требованийĕсемпе килĕшÿллĕн, сутас тĕллевпе спиртлă продукци туса кăларма тата упрама ятарлă ирĕк (лицензи) пулмалла.

Кунсăр пуçне федерацин 1992 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче кăларнă «Потребительсен прависене хÿтĕлесси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн сутас тĕллевпе туса кăларнă спиртлă продукци пахалăх енĕпе те, хаярлăх тĕлĕшпе те патшалăх стандарчĕн требованийĕсемпе килĕшсе тăмалла, ăна туянакансен пурнăçĕпе сывлăх хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене тивĕçтермелле.

Сутас тĕллевпе спиртлă продукци туса кăларнăшăн тата упранăшăн е спиртлă продукци сутнăшăн, вăл шутра ГОСТ требованийĕсемпе килĕшсе тăман тата саккунăн ытти требованийĕсене тивĕçтермен сăмакун тунăшăн та, саккунпа килĕшÿллĕн административлă тата уголовнăй майпа явап тыттараççĕ. Çак тĕлĕшпе саккуна пăсакансене тупса палăртас енĕпе районти шалти ĕçсен пайĕ курăмлă ĕç туса ирттерет. Кăçалхи 7 уйăхра эрех сутнă чухне суту-илÿ йĕркисене пăснă 47 тĕслĕх тупса палăртнă. Ытларах чухне уйрăм предпринимательсем саккунпа «туслах» мар - 40 тĕслĕхе вĕсем тытса тăракан точкăсенче тупса палăртнă. 31 уйрăм çынна административлă явап тытарнă. Калама та аван мар та, пурте вĕсем хĕрарăмсем. Ют арçынсене ĕçтерсе хăйсен мăшăрĕ-ывăлĕсене укçа-тенкĕллĕ тăватпăр теççĕ-ши; Çын куççулĕ çĕре ÿкмест вăл. Çакна та калас килет - йĕркене пăсиччен пурне те тараса çине хурса виçсе пăхăр: РФ Уголовнăй кодексăн 238-мĕш статйипе айăпланине те тĕпе хурăр. Йĕрке хуралçисем алла уголовнăй кодекс тытсан сăмакун сутнăшăн 2 çул ирĕклĕх прависĕр хăварма та пултараççĕ.

Милици сотрудникĕсем район прокуратурипе пĕрле те рейдсем ирттереççĕ. Асăннă тапхăрта суту-илÿ точкисенче саккуна пăсса спиртлă шĕвексем сутнă 7 тĕслĕх тупса палăртнă, административлă протокол çырса тивĕçлĕ инстанцисене пăхса тухма ярса панă.

Граждансен çакна асра тытмалла: патшалăх çирĕплетнĕ саккуна - нормăсене пăснăшăн явап тытараççĕ. Саккуна пĕлменни айăплисене явап тыттарасран хăтăлмалли сăлтав мар.



31 октября 2009
00:00
Поделиться