Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çитĕнÿсем кăçал та савăнтараççĕ

Ял хуçалăхĕн тата апат-çимĕç промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕ Раççейре кăçал октябрĕн 11-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Пирĕн районта вара - октябрĕн 30-мĕшĕнче. Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» тесе пĕлтерни ахальтен мар. Çакă вара ял хуçалăх пурнăçĕн хăйне майлă культури çине урăхларах, çĕнĕллĕрех пăхма хистерĕ. Чăваш Ен Президенчĕ çĕр çыннишĕн тăрăшни пирĕн районти çĕр ĕçченĕсене те çитĕнÿсем хыççăн çитĕнÿсем тума хавхалантарса пычĕ. Кăçал та районти çĕр ĕçченĕсен ÿсĕмĕсем самаях савăнтарнине пĕлтернĕ пирĕн корреспондента А.НИКОЛАЕВАНА район пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх тата экологипе çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.ПЕТРОВ.

- Леонид Иванович, кăçалхи çул çĕр ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă пулчĕ-и, ял çыннисем хăйсен профессиллĕ уявне мĕнле кăмăл-туйăмпа тата çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç?

Тÿрех калатăп - савăк кăмăлпа. Кĕр çитсен туса ирттернĕ ĕçе пĕтĕмлетесси мĕн авалтан пырать ĕнтĕ. Акă, халĕ çак вăхăт çитрĕ. Кăçалхи çул 14805 гектар çинче тĕш тырă туса илнĕ, 2008 çулхипе танлаштарсан 111,8 процент, тухăç пĕр гектар пуçне ампар виçипе шутласан 24,8 центнер пулнă. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче 1858 гектар çинче тĕш тырă туса илнĕ, кашни гектар пуçне 33,4, «Арабоси» агрофирмăра 2728 гектар çинчен кашни гектар пуçне 30,5, «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пĕр гектартан 31,9 , «Ямуков Г.Н.» хресчен(фермер) хуçалăхĕнче 31,4 центнер тухăç илнĕ.

«Иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерессипе те кăçал ăнăçлă ĕçленĕ, пур категориллĕ хуçалăхсенчипе шута илсен, районĕпе 932 гектар çинчен 16472 тонна пухса кĕртнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан çакă 117 процент пулать. Уяр та типĕ çанталăк тăнине пăхмасăрах пĕр гектартан 177 центнер илме пултарнă. Уйрăм хуçалăхсенче ку цифра татах та пысăкрах. Ку енĕпе «Ямуков Г.Н.» тата «Захаров И.П.» хресчен (фермер) хуçалăхсенче пĕр гектартан 320, 220 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Пахча çимĕçе районĕпе 28 гектар çинче çитĕнтернĕ, унăн тухăçĕ пĕр гектартан 153 центнер тухнă. Хăмла туса илессипе пирĕн район республикипех лайăх енĕпе палăрнă. 16 гектар çинче 297 центнер типĕ хăмла туса илнĕ, пĕр гектар пуçне шутласан 18,6 центнер тухнă. Çитес çул валли тепĕр 8 гектар çине хăмла тымарĕ лартса хăварнă. Сухаланмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те ĕçсем аван пыраççĕ. 6511 гектар çине кĕр тыррисем акса хăварнă, планпа 6000 гектар çинче акмалла пулнă. Акса пĕтернĕ хыççăн 10100 гектар çĕр сухаланă. Ку ĕç халĕ те малалла пырать. Сухаланмасăр выртакан çĕрсем Кавал, Пысăк Енккасси, Пинер, Кĕлкеш ял тăрăхĕсенче пурĕ 4944 гектар çинче пур-ха. Вĕсене кĕске вăхăт хушшинче пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Çав çĕрсенчен 2875 гектарне кăçалах сухаласа хăварасшăн, çак ĕçсене пурнăçлама Республика тата район бюджечĕсенчен субсиди пăхса хăварнă. Усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе «Арабоси» агрофирма, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, «Ямуков Г.Н.», «Сергеев В.М.», «Павлов В.Ф.», «Калягин С.А.», «Иванова О.А.» хресчен(фермер) хуçалăхĕсем аван ĕçленине палăртмалла.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансен те ĕçĕ курăмлă. Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарса ытларах продукци туса илессипе çанна тавăрса ĕçлетпĕр.

9 уйăхра пур категорири хуçалăхсенче иртнĕ çулхипе танлаштарсан аш-какай, сĕт, çăмарта туса илесси килти уйрăм хуçалăхсем лайăхрах ĕçленипе палăрмаллах ÿснĕ. Кăçал çак вăхăт тĕлне пур категорири хуçалăхсенче 13314 тонна сĕт туса илнĕ, ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 102,7 процент пулать. Çак вăхăт тĕлне пур категориллĕ хуçалăхсенче 6 миллион та 275 пин штук çăмарта туса илнĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан - 101 процент.

Выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерессипе те ĕçсем япăхах пымаççĕ. Çак вăхăт тĕлне, пур йышши хуçалăхсенчине шута илсен, мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 12 процент ÿснĕ.

«Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕ ăнăçлă аталанса пынипе ялта пурăнакан тата хушма хуçалăх тытакан çынсем çăмăллăхлă кредитсем илме пуçлани те вырăнта пурăнакансем ял хуçалăх ĕçĕпе таччăн çыхăнса ĕçлеме пуçланине палăртать. Ял хуçалăхне аталантарассипе Федераллă тата Республика бюджечĕсенчен субсиди уйăрса панă укçа-тенкĕпе çĕр пулăхне лайăхлатассишĕн те çине тăратпăр: минераллă удобренисемпе ядохимикатсем, элитлă вăрлăхсем тата ытти те туянатпăр.

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен(фермер) хуçалăхĕсем лизинг майĕпе энергоресурс перекетлекен çĕнĕ техника туянни те çĕр ĕçĕсене вăхăтра та тăкаксăр пурнăçлама май парать. Ку енĕпе пирĕн районта алă усса лармаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, «Арабоси» агрофирма, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, «Вăтам Энĕш», «АгроВладина», «Шигали» хуçалăхсем, «Павлов В.Ф.», «Ямуков Г.Н.», «Иванов В.А.», «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем районта чи лайăх ĕçлекеннисенчен пĕрисем, пурнăç урапинчен ÿксе юлмаççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ комбайнсемпе ял хуçалăхăн ытти техникине туянаççĕ. Уй-хирте пĕр харăсах MEDION тата CASE комбайнсем йышпа мăнаçлăн тырă вырни те кăмăла çĕклет. Тырри-пулли пÿлме тулли пулсан выльăх-чĕрлĕхне те усрама ансатрах. Утă-улăмне те çĕнĕ техникăпа пухса кĕртни теме тăрать.

Çапла вара районта выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илесси те çулсеренех ÿссе пырать. Çулран-çул çитĕнÿсем тăвасси çĕре юратакан çынсем ăнăçлă ĕçленипе пулса пыраççĕ. Çавăнпа та вĕсене пурне те ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçĕн ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатăп, малашне те çитĕнÿсемпе тивĕçлипе савăнмалла пултăр. Хăвăра шеллемесĕр ĕçленĕшĕн, пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тавтапуç сире пурне те.



31 октября 2009
00:00
Поделиться